Халăх контролерĕсем çулсене тĕрĕслеççĕ

Халăх контролерĕсем çулсене тĕрĕслеççĕ

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Халăх контролĕ» проекчĕпе килĕшỹллĕн, Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче кăçал юсанă çулсене тĕрĕсленĕ. Муниципалитет координаторĕ Юрий Ермолаев Калинин тата Вăркăш урамĕсенче пурăнакансемпе курса калаçнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕпе пурнăçланă пысăк ĕçшĕн ял çыннисем питĕ савăнаççĕ, çак ырă ĕçе малалла тăсма сĕнеççĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



03 июля 2026
15:40
Поделиться