Лесничествăна - «Урал» автоцистерна

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви лесничествăсене пушара хирĕç кĕрешмелли техникăпа пуянлатсах пырать. Çак кунсенче Шăмăршă лесничествине пысăк хăватлă «Урал» автоцистерна уйăрса панă. Цистерна вут-кăвар тухнă вырăна шыв нумайрах илсе çитерме май парать.

Министерство вăрманçăсене талăкĕпех ĕçлекен видеокамерăпа та тивĕçтернĕ.



03 июля 2026
15:41
Поделиться