«... Манăн Чăваш Енĕм - сарă кун тĕнчи, Манăн Чăваш Енĕм - ман анне чĕрçи ...»
Шăранчĕç туслăх юррисем ...
Эпир - Чăваш Енĕн çыннисем, Раççей халăхĕн пĕр пайĕ. Çуралнă килĕмĕр - Чăваш Республики, тĕрекĕмĕр те хỹтлĕхĕмĕр - Раççей Федерацийĕ. Çак шухăштуйăма Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă уяв концерчĕ Акатуй çыннисен ăшне хыврĕ.
Ипподромри çĕнĕ сцена патĕнчен халăх татăлмарĕ. Туслăхпа тăванлăх, тăнăçлăх юррисем чăвашла, тутарла, вырăсла янрарĕç, куракан- сене пĕрлĕхре пулмаллине аса илтерсех тăчĕç. Паллах, патриотизмпа тулнă ташăсем те чуна хĕмлентерчĕç.
Шупашкарти ачасемпе çамрăксен Пултарулăх керменĕ çумĕнчи халăх инструменчĕсен тĕслĕхлĕ ансамблĕ - «Эревет» - сцена çине тухни куракансемшĕн питĕ чаплă парне пулчĕ. Ун ертỹçи - Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Сергей Федотов, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, РФ Правительствин «Раççей чунĕ» премийĕн лауреачĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн хисеплĕ профессорĕ. Ентешĕмĕрĕн ырми-канми ĕçĕ «Эревете» Чăваш Ен çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Пĕтĕм Раççей тата Халăхсем хушшинчи фестивальсемпе конкурссен лауреачĕсем пулма, Анатолий Шутиковăн 5-мĕш Халăхсем хушшинчи оркестрпа халăх инструменчĕсен фестиваль-конкурсĕн, «Талантсен çăлтăр ушкăнĕ» («Созвездие талантов») Халăхсем хушшинчи инструментсен фестиваль-конкурсĕн, 3-мĕш Регионсем хушшинчи «Хут купăс - манăн чунăм» Уçă фестиваль-конкурсĕн гран-прине çĕнсе илме витĕм кỹнĕ. Çак чыса вăл чăннипех те тивĕçлĕ пулнине Шăмăрш Ен халăхĕ пе хăнасем ун пултарулăхĕпе паллашнă май тепĕр хут ĕненчĕç. Чăваш тата вырăс халăх кĕввисене ĕлĕкхи халăх инструменчĕсемпе каласа кашнин чунне витерчĕç çамрăк артистсем Сергей Васильевичпа пĕрле. Çỹллĕ шайри ăсталăх хуçисене куракансем ура çине тăрса саламларĕç. Асра юлмалли самант!
Округри культура ĕçченĕсем ертсе пынипе фольклор ансамблĕсемпе солистсем уявлăх туйăмĕ парнелерĕç. «Мĕн тери хитре Эс, Шăмăрш Ен!» смотр-отчетăн яланхи çĕнтерỹçисенчен пĕри - «Çăл куç», çавăн пекех «Ивушки» (Пал- тиел), Республика тата Регионсем хушшинчи конкурссене хастар хутшăнакан «Шăнкăрав» (Карапай Шăмăршă), республикипех паллă конкурссен лауреачĕ - «Чукал каччисем», çавăн пекех «Пилеш», «Завалинка» (Кивĕ Чукал), православи тĕнĕсен 9-мĕш Регионсем хушшинчи конкурсĕн çĕнтерỹçи тата Регионсем хушшинчи «Наци культурисен юппинче» конкурс-фестиваль çĕнтерỹçи тата лауреачĕ - «Илем» (Пăчăрлă Пашьел), регионăмăр тулашĕнче те паллă «Аххаяс» (Пуянкасси), аваллăха куç шăрçи пек упракан «Тевет» (Кивĕ Шăмăршă), хăйне евĕрлĕхпе палăракан «Шурăмпуç» (Анат Чаткас), Францире те чăваш сассине панă «Сурпан» (Виçпỹрт Шăмăршă) ансамбльсем, çавăн пекех халăх йăли-йĕркине анлă саракан Чукал ял территорийĕн фольклор ансамблĕ куракан- сен кăмăлне тивĕçтерчĕç.
«Мĕн тери хитре Эс, Шăмăрш Ен!» смотр-отчетăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чи пултаруллă коллективсене чысларĕç. Вĕсем: Карапай Шăмăршă ялĕн Культура çурчĕ (1-вырăн), Кивĕ Чукал ялĕн КÇ (2-вырăн), Палтиел ялĕн тĕп КÇ (3-вырăн).
Хăтлăхпа тирпей - хуçа сăн-сăпачĕ
Акатуйра ял-урама, учрежденипе уйрăм кил-хуçалăха хăтлăхра тытас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетесси йăлара.
Кăçал та Шăмăршă округĕнче «Территорисене ешĕллентересси тата хăтлă- лантарасси» конкурс иртрĕ. Унта ял территори уйрăмĕсем, уйрăм кил-хуçалăх, предпри- ятисемпе учрежденисем тата организацисем хутшăнчĕç.
Йĕркелỹ комитечĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çаксем çĕнтернĕ: Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ («Территорисене хăтлăх кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен чи лайăх территори уйрăмĕ» номинаци), «Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕ («Хăтлăлатнă чи лайăх предприяти, учреждени, организаци, çав шутра суту-илỹ объекчĕ» номинаци), Шăмăршă ялĕнчи Луговая урамра пурăнакан Римма Николаевна Кузьмина («Уйрăм кил-хуçалăхăн хăтлăлатнă чи лайăх территорийĕ» номинаци).
Çĕнтерỹçĕсене вара халăх умĕнче чысларĕç, парнелĕх бензо çава кỹчĕç. Пирĕн те, вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе, хамăр пурăнакан-ĕçлекен вырăнпа тавралăха тирпейре, хăтлăхра, илемре тытасчĕ.
«Ай, илемлĕ Çурч ĕсем , Ай, тарават хуçисем ...»
Ăшă кăмăлпа, хĕвеллĕ кулăпа та çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç Шăмăршă çĕрĕ çинче Шупашкартан тата ытти çĕртен килнĕ представительсене. Ипподром хапхи патĕнче округ пуçлăхĕн полномочийĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Сатеев ертсе пыракан делегацие чăвашла, тутарла, вырăсла, ирçелле сывлăх сунса, çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа сăйларĕç, ташă картине чĕнчĕç. Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ (ертỹçи - Валерий Мандрюков) янравлă хăна юррисемпе, тăпăрти ташшисемпе тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене ташлаттарчĕ. Ытарайми сăнлăх!
Ипподром хапхинчен кĕрсенех, сулахай енче, Хырла хутлăхĕн хỹтĕлев чиккин истори объекчĕ - çỹллĕ хурал пỹрчĕ - ларать. Ун çумĕнчен вăрăм «урам» пуçланать. Хĕвеле хирĕçле - тĕттĕм хăмăр çуртсем. Тăп-тăпăлкка та илĕртỹллĕ. Кашнин çинче - ял территори уйрăмĕн ячĕ, Ялавĕпе Гербĕ, паспорчĕ (ял историйĕ, паллă пулăмсем, ял çыннисен йышĕ, ĕç-хĕл т.ыт.те), Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕпе килĕшỹллĕ банер, кунти нацилĕхпе, йăла-йĕркепе çыхăннă тата вырăнти ăстасен ал ĕç япалисем. Шала кĕрсен пурăнакан çуртах тейĕн. Тур ум карри, чỹрече карри, ал шăлли, сĕлкĕ, сĕтел çитти, стена çине çакмалли тĕрĕ-кавир, сак çине тата урайне сармалли кавирсемпе саркăчсем, савăт-сапа - веçех вырăнти ăстасен ĕçне куç умне кăлараççĕ. Ылтăн алăллă хĕрарăмсемпе арçынсем нумай пирĕн тăрăхра!
Кашни çуртăн хуçисем инçетри çула кĕскетсе килнĕ хăнамăрсене йышăнчĕç: хăйсен аллипе янтăланă наци блюдисене сĕнчĕç, хаваслă юрă-кĕвĕпе чуна çунатлантарчĕç. Паллах, представительсем те кăмăлтан сăмах çăмхине сỹтрĕç, вырăнти йăла- йĕркепе те ĕç-пуçпа кăсăкланчĕç, ташă юхăмне кĕчĕç. Уяв тăк, уяв пулчĕ кашни «кил-хуçалăхра»!
Çапла, килен-каяна - илемлĕ, сумлă, чыс-хисеппе кĕтсе илме те ăсатма пĕлеççĕ Шăмăрш Енре! Çурт- йĕр - тирпейлĕ те хăтлă, хуçисем вашават пулсан, такам кăмăлĕ те тулĕ!
Жюри членĕсем, пĕр саслăн пулса, «Акатуйри чи лайăх кил-хуçалăх» конкурсăн çĕнтерỹçисене палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăнта - Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ, иккĕмĕшĕнче - Анат Чаткас ял ТУ, виççĕмĕшĕнче - Чукал ял ТУ. Вĕсенчен вĕренмелĕх те, вĕсемпе ăмăртмалăх та пур!
«Ăсталăхпа ĕçченл ĕх - пĕр тăван»
Акатуй илĕртỹлĕхĕ - илем тĕнчи. Çакна уяври кашни çын туять, шырать, тупма тăрăшать. Ал ăсталăхĕн япалисене - тĕрĕсене, çыхнă чĕнтĕр- семпе кавирсене кашни ял территори уйрăмĕн «кил-хуçалăхĕнчех» асăрхарăмăр. Маттуртан та маттур пирĕн хĕр-хĕрарăм! Васан ял территори уйрăмĕ вара темиçе маçтăр ĕçне халăх умне кăларчĕ. Геннадий Артемьев (Васан) - йывăçран касса эрешлеме ăста; интерьера илĕртỹлĕх кĕртекен чечекпе вĕçен кайăк ĕлкисем таранах касса кăларать вăл (вĕсен пĕр пайне пăхса киленма май килчĕ). Ираида Ефимовăпа (Васан), Елена Исметова (Ярăслав) пуканесене наци çи-пуçĕ çĕлесе тăхăнтартаççĕ, çавна май чăвашлăха сараççĕ. Нина Захарова (Васан) - сăрă ăсти; нацисен туслăхĕпе пĕрлĕхне хальхинче хут çине сăрăпа ỹкерсе палăртнă.
Пуянкассинчи Валентина Андреева ĕçĕсем патĕнчен çынсем хăпма пĕлмерĕç. Вĕтĕ шăрçаран, чех шăрçинчен, кăмăл укçаран ăсталанă тата тĕрленĕ капăрлăх - масмак, пиçиххи, сарă, хушпу, тухья, сулă, наци галстукĕ, мăя, мăй çыххи, çавăн пекех чăваш хĕрĕн кĕпи çинчен куç илме çук! Шăрçаран янтăланă клатч-сумка тата мĕн тери чечен!
- Эп пĕлнĕ тăрăх, сăвă та çырать пулас ку маттур хĕрарăм, - терĕ Шупашкар хăнисенчен пĕри.
- Тĕрĕс! - çирĕплетрĕ тепри. - Валентина чăвашла та, вырăсла сăвă хайлать.
- Талантлă çын - пур енĕпе те талантлă, - хушса хучĕ виççĕмĕшĕ.
Çапла, ку сăмах - чăн сăмах! Ăсталăха аталантарма вара чун туртăмĕ кăна мар, хавхалану хĕмĕ те кирлĕ. Питĕ шел те, кăçалхи Акатуйра халăх ăстисен конкурсне йĕркелемен - çакă кăмăла хуçрĕ. Пултарулăхпа çиçекен маçтăрсен ĕçне халăх умне кăларсан, вĕсен япалисене тивĕçлипе хак парса хавхалантарсан кирек камăн та кăмăлĕ çĕкленет. Тĕрĕс-и, тусăмсем?
Яланхи пекех, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне пăхса ытарайми выставка тăратнă. Ỹнерĕн тĕрлĕ тĕсне парăнтарнă преподавательсем мĕн кăна илсе килмен кунта! Акă Зоя Морозовăн ĕçĕсем: тăмран тунă шăхличсем, чĕр чунсен кĕлеткисем, шăнкăрав-хăнкăрав, вăрçă сюжечĕллĕ панно-ỹкерчĕк, мăй çыххисем, савăт-сапа, кĕленчене шăратса тунă савăтсем (апат-çимĕç хума меллĕ). Ольга Убасевăн ĕçĕсем те хăйне евĕрлĕ: ахаль пусмаран - тĕрлĕ сюжетлă тата пиртен - чăваш наци тĕрриллĕ пуканесем, çипрен - пирĕштисем, фетрăран - аталантару вăййисем, çуртаран (!) - уяв открыткисем, чечек çыххисем. Чăн-чăн илемлĕх тĕнчи!
Шăмăршăри Мультикультура библиотекин ĕçченĕ сем вара хальхинче те, ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хĕвеллĕ çулла» проекчĕпе тата Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕпе килĕшỹллĕн, çỹллĕ шайра ăсталăх класĕ йĕркелерĕç. Вĕсен площадки патĕнче ача-пăча йышлă тăчĕ, гипсран тунă савăт-сапана, вырăссен матрешкийĕсене, чĕресене гуашьпе сăрласа чĕрĕ сăн кĕртрĕ, усалтан сыхлакан пуканесем (куклы-обереги) ăсталарĕ. Çамрăк художниксен ĕçĕпе аслисем те кăмăллă юлчĕç. Ăсталăх лаççинче туптаннă пултарулăх малашне те кирлĕ пуласси паллă.
«Сик! Тух!» этнопроектпа çыхăнтарнă хаваслă вăйăсем ачасене, чăннипех те, телей сăпкинче сиктерчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем «Çĕрĕ хумалла», «Тутăр пăрахмалла», «Хуласем» чăваш халăх вăййисене выляса, аслисемпе пĕрле вăйă картинче юрласа киленчĕç. Çакă веçех ушкăнпа ĕçлеме, халăх йăли-йĕркипе çывăхланма, несĕлсен хаклăхĕ пирки ăнланма май туса пачĕ.
Патриотсем ачаран çитĕнеççĕ
Халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, патриотизмла воспитани ыйтăвĕ тĕп вырăнта. Çакă Акатуйра кашни утăмра та самантра сисĕнчĕ. Концерт программине те шкул ачисен юрри-ташши аслисенчен кая мар пуянлатрĕ.
Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ, «Фламинго» ташă ансамблĕ, Ача-пăча искусство шкулĕнчи юрăçсемпе ташăçăсем тата инструментпа калакансем, çавăнпекех Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Ивушка» ташă ансамблĕ уяв çыннисене савăнăçпа киленỹ кỹчĕç. Тавах вĕсене тата ертỹçисене! Пĕчĕкрен ỹнер тĕнчипе çывăхланнă хĕрачасемпе арçын ачасем ырă ĕçпе малашне те савăнтарасси куç кĕрет.
Шăмăршă вăтам шкулĕ çумĕнчи Пирвайхисем Акатуйра хăйсен ĕçне халăх умне кăларчĕç. Маскировка сетьне çĕнĕ мелпе - пенопласт «кирпĕче» капрон колготки «тăхăнтартса» - çыхассине кăтартрĕ. Вырăнти çынсемшĕн те, хăнасемшĕн те çакă кăсăклă пулчĕ: кашниех хỹтлĕх каррине çыхма ăнтăлчĕ. Çавăн пекех Пирвайхисем хăйсем чун ăшшипе янтăланă чак-чака, печение, хвороста, кириешкине рекламăларĕç. Пылак çимĕçе дегустаторсем пысăк хак пачĕç. Пирвахисемпе пĕрлех центрти «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн волонтерĕсем пулчĕç, ачасене хавхалантарчĕç. Икĕ ушкăн ертỹçине Надежда Константиновăна тата ăна пулăшакан маттур хĕрарăмсене тав тума сăмах та çитереес çук.
Аслисен пуçарăвĕпе, ырă тĕслĕхĕпе аталанать çитĕнекен ăру. СВО участникĕсене пулăшассине вăл та хăй чĕри патне илчĕ. Çамрăк патриотсем килес Çĕнтерĕве тỹпе хываççĕ: фронтри тата госпитальти салтакăмăрсем тата фронт çывăхĕнчи территорисенче пурăнакансем валли хăйсен аллипе хатĕрленĕ гуманитари япалисем ăсатаççĕ.
... Телейлĕ пултăр ачамăрсемпе мăнукăмăрсен малашлăхĕ. Тỹпере яланах МИР хĕвелĕ çутаттăр...
Зинаида СВЕКЛОВА.
Тав сăмахĕ - чĕререн
«АКАТУЙ-2026» уява йĕркеленĕ оргкомитет çак мероприятие ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Валерий Антоновпа Олег Мешкова, Алексей Николаевич Антоновпа Алексей Васильевич Антонов, Эдуард Ларшников, Леонид Кузнецов уйрăм предпринимательсене, «Строймашсервис» ООО директорне Радимир Егорова, «ТимофеевOE» ООО директорне Юрий Тимофеева, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисене тата хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) граждансене чĕререн тав тăвать.