Наци паркĕнче - «Туслăх тĕррисем» уяв

ÇАК кунсенче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче «Туслăх тĕррисем» уяв иртнĕ, унта Шăмăршă округĕн территорийĕнче пурăнакан чăваш, тутар, вырăс тата ирçе халăхĕсен тумĕпе йăли-йĕркине кăтартса панă.

Уява «Аваллăх алăкне уçсан...» экологи сукмакĕ çинче ирттернĕ. Наци тумĕ тăхăннă хăнасем карталанса утнă май вăрман тата та илемленнĕн туйăннă. Чечеклĕ уçланкăра туслă халăхсен юрри-такмакĕ янăранă. Уяв «Лаç» этноçуртра пурте пĕрле вăрманти сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ тутлă чей ĕçнипе тата пылак çырлапа хăналаннипе вĕçленнĕ.

Наци паркĕн сотрудникĕсем çак уява Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.



03 июля 2026
15:43
Поделиться