Офицер ячĕ - мăнаçлă та, яваплă та!

Офицер ячĕ - мăнаçлă та, яваплă та!

Чун-чĕрене çавăрса илекен, çунатсăрах çунатлантаракан хыпар илтрĕм. Хайпăла çамрăкĕ - Палтиел вăтам шкулĕн выпускникĕ - çак кунсенче офицер мундирне тăхăннă. Вăл - Дмитрий Герасимов. Дмитрипе телефонпа калаçмашкăн та телей килсе тухрĕ. Мана, Димăна çỹлерех асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕскере, унăн çитĕнĕвĕ çав тери савăнтарчĕ.

- Çак кунсенче çар институтĕнчен вĕренсе тухрăм, - пĕлтерчĕ мана ĕнерхи курсант. - Вĕренỹ заведенийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Ялавне упрасси йăлара. Ăна Чăваш Енĕн кунтан вĕренсе тухакан çамрăкĕсем 1-курса вĕренме кĕнисене парса хăвараççĕ. Эпĕ тăван регионăн Ялавне Шупашкар яшне упрама патăм. Патшалăх Ялавĕ çине хăш çулта кам вĕренсе тухнисен ячĕсене çыраççĕ. Ку - ентешлĕхĕн хăйне евĕр реликвийĕ, мăнаçлăхĕ те.

... Шкул çулĕсенчех тăрăшуллăччĕ, пуçаруллăччĕ Дима Герасимов. Спортпа туслăччĕ. Шкул, ял, район (округ) шайĕнчи ăмăртусене хутшăнатчĕ. Уйрăмах çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе вăйлăччĕ, малти вырăнсем те йышăнатчĕ. Спортра тата çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕ ял ачи чăтăмлăхпа, вăр-варлăхпа палăратчĕ. Стройпа юрă смотрĕсенче, «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисенче отряд командирĕ пулнă май ертỹлĕх ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартатчĕ. Умри йывăрлăха çăмăллăн парăнтарма чун çирĕплĕхĕ пулăшатчĕ ăна. Мал ĕмĕтлĕ каччă алла аттестат илнĕ хыççăн «Пермьри Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕсен çарĕсен çар институчĕ» федерацин патшалăхăн аслă çар пĕлĕвĕ паракан хысна учрежденине вĕренме кĕчĕ. Пысăк конкурс витĕр тухма ăна ỹт-пỹ тата ăс-хакăл аталанăвĕ кăна мар, чун хавалĕ те пулăшнă паллах. Пилĕк çулхи çар хатĕрленĕвĕнче конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса хăйне пур енлĕ кăтартма хăват çитернĕ чăваш çамрăкĕ, лайăх вĕренекенсен йышĕнче пулнă. Сывлăш хỹтлĕх çарĕсенче (ПВО) службăра тăнă ашшĕн Юрий Анатольевичăн пилĕ, пĕр тăван аппăшĕсен Анастасийăпа Лидийăн тата юратнă мăшăрĕн Дарийăн ăшă сăмахĕпе тимлĕхĕ пулас офицера яланах хавхалану кỹнĕ.

Часах Дмитрий Герасимов лейтенант кăткăс, çав хушăрах пархатарлă ĕçе кỹлĕнĕ, Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлама пуçăнĕ. Чунтан шанатпăр: Хайпăла çĕрĕ çинче çуралса çунат сарнă патриотăмăр çуралнă ял, тăван шкул, тăван округ ятне ямĕ, чăваш ятне çỹлте тытĕ. Чĕрепе туятпăр: Раççейĕмĕрĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Çарĕнче тăрса МИРЕ упрассишĕн хăйĕнчен мĕн кирлине веçех тăвĕ. Çапла пултăрччĕ...

Зинаида СВЕКЛОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.



03 июля 2026
15:46
Поделиться