Олег НИКОЛАЕВ: «Хĕле ячĕшĕн çеç мар, тĕплĕн хатĕрленмелле»

Олег НИКОЛАЕВ:  «Хĕле ячĕшĕн çеç мар, тĕплĕн хатĕрленмелле»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ планеркăра 2026/27-çулсенчи хĕллехи тапхăра хатĕрленес ыйтăва çивĕч çĕкленĕ.

Республикăра кивелсе çитнĕ 22 километра яхăн ăшăтакан сече улăштармалла, çавăн пекех 8,3 километр водопровод сетьне çĕнетмелле, 77 котела тĕплĕн юсамалла е урăххине вырнаçтармалла.

Хĕллехи тапхăр валли 180 тонна çĕр кăмрăкĕ, 9,2 пин тонна мазут кирлĕ пулсан, запас хатĕрлес ĕç планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Резерв хатĕрлессипе васкавлăрах ĕçлеме тивет. Пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтасси - уйрăм тимлĕхре. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ 4084 çурта ăшăтмалли системăна çуса тасатмалла тата сăнаса пăхмалла, шалти инженери сечĕпе çурт çивиттине тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла.

«Çак мĕн пур ĕçе тума халĕ вăхăт пур-ха - надзор органĕсемпе пĕрле ĕçлесе хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра ячĕшĕн мар, тĕплĕн хатĕрленмелле. Иртнĕ çулхи йăнăш текех ан пултăр тесе тăрăшмалла», - палăртнă Республика Пуçлăхĕ.

Олег Алексеевич сентябрĕн 1-мĕшĕччен - социаллă сферăпа пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн, ноябрĕн 20-мĕшĕччен муниципалитетсен хатĕрлĕх паспортне илмелли пирки асăрхаттарса каланă.

Е.ЖОЛОБОВА.



03 июля 2026
15:33
Поделиться