«Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен Кубокĕ» фестивальте

ÇАК кунсенче Кỹкеç поселокĕнче, «Тăван çĕр-шыв службинче тăратăп» акципе килĕшỹллĕн, «Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен Кубокĕ» фестиваль иртнĕ. Унта ятарлă çар операцийĕнче çапăçнă 50-а яхăн ветеран хутшăннă. Шăмăршă округĕн чысне СВО ветеранĕсем Алексей Ильичевпа Николай Угарин хỹтĕленĕ, делегацие «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем» фондăн социаллă координаторĕ Надежда Федорова ертсе пынă.

Фестивале килнисем спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă. Пирĕн Алексей Ильичевпа Николай Угарин çарта çеç мар, спортра та çирĕп вăй-халлă пулнине кăтартса панă. Вĕсем сĕтел çинчи теннис, шашка тата волейбол вăййисенче лайăхпа палăрнă.



03 июля 2026
15:45
Поделиться