Ăшшăн саламлатпăр!
Агропромышленность аталанăвне пысăк вăй хывнăшăн тата ĕçри çитĕнỹшĕн Елена Пондякова хресчен (фермер) хуçалăхĕн тĕп бухгалтерне Анастасия Викторовна Кашкоровăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
ххх
Ял хуçалăх ĕçĕнчи çитĕнỹшĕн «Колос» Агрофирма» ООО водительне Олег Николаевич ЗАХАРОВА Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
ххх
Ял хуçалăх техникипе тĕрĕс те тухăçлă усă курнăшăн, нумай çул хушши ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Василий Павлов хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторне Василий Николаевич ТАРАСОВА «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе чысланă.
Техника тĕрĕслевне ирттерме пысăк пулăшу панăшăн Пуянкасси ял территори уйрăмĕн пуçлăхне Сергей Алексеевич ПЕТРОВА тата Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн пуçлăхне Евгений Сергеевич УКИНА «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
ххх
Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Шăмăршăра пурăнакан уйрăм предпринимателе Константин Николаевич ГРИШНЯКОВА - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, педагогика ĕçĕн ветеранне Ольга Владимировна АНТОНОВĂНА, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп специалистне Надежда Владимировна ВАЗАНОВĂНА, хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ Раиса Ивановна ИВАНОВĂНА, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Татьяна Георгиевна ИВАНОВĂНА, Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн водителĕсене Владимир Петрович КУЗЬМИНПА Николай Евгеньевич ФЕДОТОВА Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
ххх
Общество пурнăçне хастар хутшăнса, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене гуманитари пулăшăвĕ пама чунтан тăрăшакан округри «Ял хĕрарăмĕсем» волонтер ушкăнĕн волонтерне Галина Михайловна ЕГОРОВĂНА, «Веçех - Çĕнтерỹшĕн» волонтер ушкăнĕн волонтерне Валентина Витальевна ЕРЕМЕЕВĂНА, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарьне Ираида Петровна Пыркинăна тата округри «кĕмĕл волонтера» Гелия Керимулловна Хамдеевăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов Тав çырăвĕпе чысланă.