Сухăр шăршиллĕ цех
ÇАПЛА, Асанкассинчи Людмила Хайретдинова предпринимателĕн йывăçран тĕрлĕ япала тăвакан цехне кĕрсенех сăмсана сухăр шăрши кỹ! çапать. Чуна ачашлакан ырă шăршă - хырпа чăрăш вăрманĕн ырлăхĕ.
Ас тăватăп-ха, çак вырăнта тахçан районти «Сельхозхими» предприятин Асанкассинчи уйрăмĕ вырнаçнăччĕ. Самана арăш та пирĕш çаврăнса кайсан «Сельхозхими» те хупăнчĕ, филиалĕ те арканма пуçларĕ. Юрать-ха, тăван ялшăн тăрăшакан çынсем тупăнчĕç: 2013-çулта кунта йывăçран строительство материалĕ хатĕрлекен цех уçăлчĕ. Çĕнĕ предприяти ялта ĕçсĕр тăрса юлнă 20 ытла çыншăн чăн-чăн çăлăнăç пулчĕ. Кĕске вăхăтрах вĕсем хăма çурма тата темиçе тĕрлĕ станокпа ĕçлеме вĕренчĕç, цех ячĕ хамăр республикăра çеç мар, унăн тулашне те сарăлчĕ.
Хальхи вăхăтра 25 çын ĕçлекен цех çулталăкра 18 пин кубометра яхăн йывăçа ĕçе кĕртет. Асанкассисен продукцийĕ вăрах купаланса выртмасть: заказа пурнăçласанах турттарса каяççĕ. Клиентсем продукци пахалăхĕпе те кăмăллă.
Çак кунсенче Асанкассинче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред- седателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти секретарĕ Сергей Артамонов пулчĕ. Паллах, Сергей Геннадьевич йывăçран строительство материалĕ хатĕрлекен цех ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ.
- Пысăках мар ялта çакăн пек пĕчĕк «завод» ĕçлени мана питĕ савăнтарать, - терĕ Сергей Артамонов. - Сирĕн опытăр - пĕтĕм республикăшăн ырă тĕслĕх. Эсир ятарлă çар операцине темиçе хутчен пулăшни çинчен пĕлтĕм те, тата та савăнтăм. Туслă коллективри кашни çыннах Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Олег Алексеевич Николаевран тата хамран - пысăкран та пысăн тав!
Цех коллективĕпе тĕл пулнă чух Сергей Артамонов тепĕр ырă хыпар та пĕлтерчĕ: Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йывăçа ĕçе кĕртекен предприятисене çĕнĕ оборудовани туянма кайнă тăкакăн 50 процентне субсидипе тавăрса пама йышăну кăларнă. Çакăн валли кăçал республика бюджетĕнчен 120 миллион тенкĕ укçа уйăраççĕ.
Апла пулсан, цехри оборудование çĕнетме майсем пур, кăткăс техникăна алла илнĕ ăста кадрсем палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртессе шанма пулать.
Ив.САЛАНДАЕВ.