«Ăçта-ши эс, ăçта-ши, кампа-ши эс, кампа-ши?»

ИЛЕМЛĔ çу кунĕсенче округра ача-пăча йышĕ тăруках ỹссе каять. Хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене яла килсе ярать. Уçă сывлăш, килти апат-çимĕç ачасен сывлăхне тĕреклетме пулăшни каламасăрах паллă. Ĕне усраймасан та, асламăшĕ-кукамăшĕ качака тытатех ĕнтĕ, чăх-чĕпсĕр кил те çукпа пĕрех. Сĕт-çу та, чăх çăмарти те, улма-çырла та çамрăк организмшăн питĕ сиплĕ.

Компьютер «тыткăнĕнчен» хăтăлса тухнă ачасем шавлă вăйăсене иленеççĕ, ялта çĕнĕ туссем тупаççĕ.

Çав вăхăтрах ачасене куçран вĕçертме юраманнине те манмалла мар. «Вăйран вăкăр тухма пултарать», - тенĕ ваттисем. Уйрăмах шывра путасран тата вут-кăварпа ашкăнасран чун вырăнта мар.

Статистика кăтартăвĕсем çуллахи каникул савăнăçпа пĕрлех хуйхă-суйхă кỹнине те çирĕплетеççĕ. 2025-çулхи июнь уйăхĕнче республикăра 8 çын - çав шутра 2 ача - путса вилнĕ. Кăçал çак тапхăрта 4 çын - 2 çитĕннĕ çынпа 2 ача - шывра инкек курнă.

Маларах эпир Улатăр районĕнче 14 çулти арçын ача путса вилни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ тата тепĕр хăрушă хыпар: Çĕнĕ Шупашкарти 10 çулти арçын ача ГЭС патĕнче путнă. Шыва кĕме вăл ашшĕ амăшне пĕлтермесĕрех - юлташĕпе кайнă. Унăн ỹтне Атăл тĕпĕнче водалаз шыраса тупнă.

Çанталăк шăрăх енне сулăннă май ача-пăча ушкăнăн-ушкăнăн çырма, пĕве тата кỹлĕ хĕррине васкать. Вĕсене çак вырăнта шыва кĕме чарни те чăрмантармасть. Шывра пĕр-пĕрне путармалла выляни те, чышкаласа ашкăнни те пулкалать. Ача - ачах ĕнтĕ, ишме пĕлекенсем те тепĕр чух инкек курма пултараççĕ. Урана шăнăр туртса лартни те, шывпа чыхăнни те хăрушă.

Çавăнпа та 16 çула çитмен ачасен çитĕннисемсĕр шыв хĕррине кайма юрамасть. Ятарласа ирĕк панă вырăнта шыва кĕнине аслисен куç илмесĕр сăнаса тăмалла.

Тепĕр хут калатăп: аслисен - тем пек вăхăт çук тесен те - ачасемпе пĕрле пулмаллах. Пĕр-пĕр ĕç тăвăнманни - темех мар, ачасен пурнăçĕ вара - чи хакли.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, асатте-кукаçей, асанне-кукамай! Ачăрсемпе мăнукăрсем ăçта тата кампа çỹренине пĕлсе тăрăр, хăвăртан ыйтмасăр шыв хĕррине е вăрмана кайма юраманни пирки тăтăшах калама ан манăр. Пĕве хĕрринче ашшĕ-амăшĕн патрулĕ тăрсан питех те лайăх пулĕччĕ. Шăпах çапла ĕçлеççĕ те пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче. Кунта шыва кĕмелли вырăнсене учительсем, ял администрацийĕнче ĕçлекенсем, старостăсем тата ашшĕ-амăшĕ çирĕп контрольлесе тăраççĕ.

Шыв хĕрринче сиккелекен ача-пăчана асăрхасан та ним пулман пек иртсе ан кайăр, урăх вырăнта выляма сĕнĕр.

Çу кунĕсенче ялта вут-кăвар тухас хăрушлăх та пысăк. Ачасем вутпа вылясран хытă асăрханмалла. Шăрпăка ача алли çитмен вырăнта упрамалла. Ачасене пỹртре хăйсене кăна ан хăварăр. Вĕсем электроприборсемпе газ плити патне ан пыччăр.

Çул-йĕр правилисене те çирĕп пурнăçламалла. Машинăсем иртсе çỹрекен вырăнта выляма пачах та юрамасть.

Палламан çынпа калаçни, вăл конфетпа е ытти япалапа илĕртсе автомашина çине ларма сĕнни те ача пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Çуллахи каникул хаваслă та илемлĕ иртесси çитĕннисенчен нумай килет. Хуларан яла килсе янă ача та, ял ачи те пирĕн тăрăхри ытарма çук илемлĕ çут çанталăкпа савăнччăр, çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен вăй-хал енчен тĕрекленччĕр, сывлăха çирĕплетчĕр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



03 июля 2026
15:52
Поделиться