«Тĕллев - нацистсене тĕп тăвасси»

Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, «Мирлĕ пурнăçа - утăм» парти проекчĕн обществăлла канашĕн членĕ Вячеслав Яковлев СВО участникĕпе Алексей Емельяновпа тĕл пулчĕ.

Ятарлă çар операцийĕн зонинчен кĕске отпуска таврăннă ентеш фронтри пурнăç условийĕсем, гуманитари тивĕçтерĕвĕ, çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кăмăл-туйăмĕ пирки каласа пачĕ. Алексей çарти юлташĕсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕ, хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.

- Пирĕн тĕллев пĕрре - нацистсене çапса аркатасси, тăван киле таврăнса мирлĕ ĕçе кỹлĕнесси, - терĕ Алексей.

Вячеслав Александрович Алексей Емельянова вăл çамрăк ăрушăн патриот идеалĕ пулнине палăртрĕ, гражданла тĕрĕс позицишĕн чĕререн тав турĕ, унпа юлташĕсене ырă-сывă таврăнма ăнăçу сунчĕ.

А.Алексеева,

Карапай Шăмăршă ялĕ.



03 июля 2026
15:48
Поделиться