Çулла - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ

Çулла - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ

ВАСАН ял территори уйрăмĕнче 2026- çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕпе 4 пысăк ĕç тума палăртнă. Вĕсем çаксем: Кивĕ Шăмăршă ял масарне тирпей-илем кĕртмелле, яла пырса кĕнĕ çĕрте хальхи ыйтусене тивĕçтерекен стела вырнаçтармалла, çак ялта Чкалов урамĕнчи çула тĕпрен юсамалла, Васан ялĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсене асăнса лартнă палăк территорине илемлетмелле.

Çак проектсенчен хăшне-пĕрне пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ, ыттисенче те ĕç пырать. Ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Ленар Залалтдинов каланă тăрăх, палăртнă объектсем çывăх вăхăтра хута каясси пирки вăл пĕрре те иккĕленмест.

Паянхи пурнăçпа кăна лăпланмалла мар, малашнехи пирки те халех калаçмалла. «Ниме - халăх бюджечĕ» проектпа 2027-çулта мĕн тума шутласшăн? Çак ыйту тавра калаçу пычĕ те ĕнтĕ иртнĕ эрнере Васан ял территори уйрăмне Шăмăршă округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеевпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Радимир Егоров килсен. Александр Ивановичпа Радимир Федорович халăхпа тĕл пулса калаçрĕç, виçĕ ялта çитес çул мĕнле пысăк ĕç тума шутланипе интересленчĕç.

Ял çыннисем ача-пăчапа çамрăксем валли спорт площадки, инкеклĕ лару-тăрура шыв илмелли пĕве тăвас ыйтăва çĕклерĕç, урамри çула тĕпрен юсамаллине палăртрĕç. Çак объектсене патшалăх пулăшнипе тата халăхран укçа пуçтарса тума май пурри ял çыннисен кăмăлне çĕклет.

 «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект яла çĕнетме, пирĕн пурнăçа лайăхлатма пулăшать, - терĕç тĕл пулăва хутшăннисем.

С.ИВАНОВ.



03 июля 2026
15:45
Поделиться