Выпускниксене чысларĕç

ÇАК кун округри шкулсенчен вĕренсе тухакан каччăсемпе хĕрсемшĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех асра юлĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче чаплă лару-тăрура пирĕн хисеплĕ выпускниксене чысларĕç.

Кăçал Шăмăршă округĕ 11-клас пĕтернĕ 45 çамрăка пурнăç çулĕ çине пехиллесе ăсатрĕ. Вĕренỹри пысăк çитĕнỹшĕн 7 выпускника - 1-степень, 6 выпускника 2-степень медальпе чысларĕç. Ку вăл - выпускниксемшĕн çеç мар, вĕсем вĕреннĕ шкулшăн, ашшĕ-амăшĕшĕн пысăкран та пысăк чыс!

 Телейлĕ çул сире, выпускниксем!



03 июля 2026
15:43
Поделиться