Журнал кăлараканĕ - пирĕн ентеш
«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçата вулакансем Пулмантăш ялĕ патĕнче Çăл куç улăхĕ йĕркелени çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ. Унта çĕр айĕнчен тапса тăракан 30 ытла çăл куçа тасатса çĕнĕ пурнăç панă, чи пысăкки çĕр-шыври паллă офтальмолог Святослав Федоров ячĕпе хисепленет. Çакăнти мĕн пур ĕç çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ Татьяна Федорова (Безрукова) тăрăшнипе пурнăçланать. Татьяна - Пулмантăш хĕрĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать.
Çăл куçсемшĕн тăрăшнисĕр пуçне, пирĕн ентеш журналистикăпа та интересленет. Вăл «Deтkids» ятлă çемье журналĕ кăларса тăрать. «Deтkids» пĕтĕм Раççейĕпех саланать, вулакансем ăна юратса вулаççĕ.
Çак кунсенче Татьяна Шăмăршă Акатуйĕнче пулчĕ, округра пурăнакансене «Deтkids» журналĕн çĕнĕ номерне парнелерĕ.
Хамăрăн ентеше Татьяна Федоровăна эпир журналистикăра ăнăçу çеç сунатпăр, Шăмăршă тăрăхĕнчен пултаруллă çынсем тата нумай тухасса шанса тăратпăр.