«Ачам, ăçта эсĕ?» е çуллахи кану савăнăç çеç кỹтĕр...
Çуллахи каникул - ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт! Вĕренỹрен нумайлăха пушаннă ача-пăчашăн тинех тăраниччен çывăрма, тус-юлташпа выляма- ăмăртма, шыва кĕме, илемлĕ тавралăхра уçăлма, инçетри çул çỹреве тухма... питĕ меллĕ. Кунсăр пуçне, ял ачисем аслисене пулăшма та ỹркенмеççĕ: пахча çимĕçе çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ, утă пухса кĕртеççĕ, кил-хуçалăха тирпей- илем кĕртеççĕ...
Çапла, питĕ лайăх тапхăр вăл - çу кунĕсенчи каникул. Ачасемшĕн те, ашшĕ- амăшĕшĕн те... Патак икĕ вĕçлĕ тенĕ пек, аваннипе пĕрлех - япăххи те. Çитĕнекен ăру, хăйне ытла ирĕклĕ туйса, çуллахи канăва май пур таран «чаплă» йĕркелеме «маçтăр». Çĕрĕ-çĕрĕпе киле лекмесĕр урамра çỹрени (мĕнле тытать-ха вăл хăйне?), ку е вăл транспортпа асăрханусăр ярăнни, сиенлĕ йăласене хăнăхни, çавна май преступлени çулĕ çине тăни т. ыт. те пире самаях сисчĕвлентерет.
Кашни çын (çав шутра ача та) хăй ĕçĕшĕн (поступок) яваплă. Çул çитменни- сен киревсĕр ĕçĕшĕн явап тытасси вара чи малтан ашшĕ-амăшĕ (ăна улăштара- кан) çине тиенет.
Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕ (63-статья, 1-мĕш пункт) çапла çирĕпле- тет: «Ашшĕ-амăшĕ ачисене воспитани парассишĕн тата аталантарассишĕн яваплă, çавăн пекех хăйсен ачисен сывлăхне упрама тата вĕсене ỹт-пỹ, психика, кăмăл-сипет (нравственность), ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталантарма тивĕçлĕ».
Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ вăхăтне ытларах ĕçре (хăшĕ-пĕри вахтăра та) ирт- терет, çавна май ывăл-хĕрĕ çине тимлĕх сахал каять. Тимлĕхсĕр ача, паллах, хăйшĕн - хăй хуçа. Çакă - çитĕнекен ăрушăн пăшăрхан- малли пысăк сăлтав. Ывăл (хĕр) кампа туслă, куна (каçа) мĕнле ирттерет т. ыт. те - ашшĕ-амăшĕн (ăна улăштараканăн) пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пекех пĕлсе тăмалла. Мĕнле ерçỹ çук пулсан та, ачасене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Уйрăмах халĕ анлă сарăлнă интернет вăйă, интернет сайт, кино, музыка тĕлĕшĕпе ачана мĕн кăсăклантарни пирки пĕлсе тăмалла, мошенниксен капкăнне лекесрен асăрхаттармалла, çул-йĕр, шыва кĕмелли, вутпа тата электроприборсемпе усă курмалли правилăсене çине-çинех аса илтермелле.
Сывлăх - чи хакли, уншăн кашни хăй яваплă иккенне ачасен ăшне хывмалла. Хăвăртрах «çитĕнме» «пулăшакан» йăласенчен (сиенлĕ йăласенчен!) упрамалла тата. Эрех-сăра, сигарет, вĕсенчен те хăрушши - наркотик серепине лекесрен тăтăшах ăнлантару калаçăвне йĕркелемелле. Ыттисем сĕнекен шĕвеке ĕçме, хутăша шăршлама юраманнине ăнлантармалла. Ял-паççулккана çу кунĕсенче хула ачисем нумаййăн килеççĕ. Вĕсен хушшинче «пурнăçпа тан утакан» çамрăксем те тĕл пулаççĕ, мĕншĕн тесен сиенлĕ йăла-вăйă чи малтан хулара «чĕрĕлет». Енчен те урамран ача урăхларах кăмăл-туйăмпа (ытла хаваслă, пăлханчăк, шиклĕ) кĕчĕ пулсан, сăнамалла: мĕнле тытать вăл хăйне. Ку ĕçкĕç, наркоман, токсикоман витĕмĕ пулма пултарать. Хăрушлăха сирме специалистран пулăшу ыйтмалла.
Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем шыва путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Сăлтавĕ - пĕве-кỹлĕре хăрушсăрлăх правилисене пăснинче, аслисен тимлĕхĕ çуккинче. Çакна пăхăнмалла: ачасене юхан шыв хĕррине пĕччен тата çул çитмен тетĕшĕпе (аппăшĕпе) кăна ямалла мар, шыва кĕме юраман вырăнсенче аслисен те кĕмелле мар (ку - начар тĕслĕх), ывăла (хĕрачана) хăйне пĕччен кăна ишме ирĕк памалла мар. Паллах, васкавлă пулăшу службин номерне (вăл кирлĕ пулма пултарать) ачасене пăхмасăр калама вĕрентмелле.
Йĕрке тăрăх, çуллахи каникулта шкул ачисен урамра 23.00 сехетчен çỹреме ирĕк пур. Çак вăхăт иртсен ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрне тула кăлармалла мар. Тĕттĕмре пĕччен таврăнаканскерсене хирĕç тухмаллах. Палламан-пĕлмен çын, усал йытă (ытти чĕр чун) - темле чăрмав та сиксе тухма пултарать- çке. Ачасене киле вăхăтра таврăнассине, çутă çĕрте çỹрессине, хăй ăçтине тата кампа мĕн тунине пĕлтерсех тăрассине йăлана кĕртмелле. Телефон çине хурав памарĕ пулсан, ача çукки çинчен полицие пĕлтермелле. Çул çитменнисене пысăк сумма укçа-тенкĕ, хаклă телефон, аудио-, видео- тата фототехника пама ан тăрă- шăр. Вĕсене çухатма (вăрлаттарма) питĕ ансат. Паянхи лăпкă мар лару-тăру çав тери асăр- хануллă пулма хистет, мĕншĕн тесен хамăр пурăнакан вырăнтах диверси (теракт) пулма пул- тарать.
Палламан çынсемпе (вĕсем епле ырă курăнсан та) калаçма, хăйĕн е çывăх çыннисен телефонĕн номерне, килти адреса памалла маррине, килти хаклă япалапа мухтанмалла маррине, ĕçкĕллĕ тата харкашакан çынсенчен айккинче пулмаллине, тарăн çырма-çатра патĕнче, путвалта, пушă çурт-йĕрте пулмалла маррине ас тутарсах тăмалла. Асра тытар: ют çынпа сăн ỹкерĕнме, калаçăва хутшăнма, телефона (ытти япалана) ăна пама е ун япалине тытма, унпа пĕрле ăçта-тăр утма пачах та юрамасть. Камтăр вăйпа сĕтĕрме пуçласан пулăшу ыйтса кăшкăрма (япалапа шаккаса сас кăларма) ăс памалла.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те çирĕп пăхăнма вĕрентмелле. Типĕ çанталăкра вăрмана кĕме, хыт хурана çунтарма тăхтамалла. Килте юсавсăр электроприборпа усă курма юрамасть. Шăрпăкпа, зажигалкăпа выляни инкек патне илсе çитерет. Татăлнă электропралука тытни, свет юпи çине хăпарни, электрощитсене уçни - вилмеллех хăрушă! Вĕсене перĕнме юраманни çинчен ачасене çирĕп асăрхаттармалла.
Скутерпа, мопедпа, электровеликпа ярăнасси - ачасемшĕн чун канăçĕ. Питĕ шел те, çуллахи тапхăрта çул çитменнисемпе пулнă аварисен шучĕ республи- кăра чакмасть. Ялсенче пысăк хăвăртлăхпа урамра та аслă çул çинче вирхĕнекен арçын ачасемпе хĕрачасене час-часах (уйрăмах каçхине!) куратпăр. Хирĕç килекен транспорта та, çынна та «асăрхамаççĕ» вĕсем. Çитменнине, нумайăшĕ - шлемсăр; чĕрçи çине те, хыçалти «сăпкана» та пĕчĕк шăллĕсемпе йăмăкĕсене лартаççĕ е ура çинчех тăратса пыраççĕ. Инкекĕ юнашарах: е руль пăрăнса каять, е ланккама сиктерет... Çавна май ик кустăрмаллă транспорт çаврăнса кайма е çапăнма, ун çинчисем ỹксе аманма пултараççĕ. Çул-йĕр правилисене вăйлă пĕлмелле руль умне лариччен! Пурте çỹрекен çул çине велосипедпа тухма - 14 çул, мопедпа тата скутерпа тухма 16 çул тултарнисен кăна юрать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ (вĕсене улăштаракансем)! Ачасем - пирĕн чи хаклă пурлăх. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр, çу кунĕсенче усăллă канса вăй пухчăр тесен, хамăртан мĕн кирлине веçех тăвар. Ывăл-хĕрĕмĕрпе юнашар ларса пуплер, пĕрле ларса кĕнеке вулар, кил- хуçалăхри ĕç-пуçа пĕрле тăвар, пĕрлех çут çанталăк ытамĕнче пулар... Эпир паракан ăшăлăх, хỹтлĕх вĕсене пурнăç çулĕпе шанчăклăн утма, йывăрлăха çăмăллăн парăнтарма, инкек- синкекрен асăрханма пулăшĕç. Çапла пултăр.
Зинаида СВЕКЛОВА,
Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ.