Ашшĕпе ывăлĕ шыва путнă
ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ашшĕпе ывăлĕ шыва путса вилнĕ. Инкек июлĕн 5-мĕшĕнче пулнă.
Ашшĕпе ывăлĕ юраман вырăнта шыва кĕнĕ. Водолазсем арçын ача виллине тỹрех тупнă, унăн ашшĕне вара вăрах шырама тивнĕ. Çапла вара пĕр киле пĕр кунта калама çук икĕ пысăк хуйхă пырса çапнă.
Шывра çав тери асăрхануллă пулăр, юраман вырăнта шыва кĕме пачах та юрамасть!
О.ИЧАНКИНА,
округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн тата граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ.