Ĕçчен ял - Кивĕ Чукал, пултăр кашнийĕн вăй-хал!

Ĕçчен ял - Кивĕ Чукал, пултăр кашнийĕн вăй-хал!

ЯЛА тухтăрсем килесси пирки хыпар Кивĕ Чукалта çиçĕм пек сарăлчĕ. Халĕ - ĕлĕкхи пек - килтен киле, урамран урама йыхравласа çỹремелле мар: кĕсье телефонĕпе шăнкăравла та - пурте пĕлеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Сывлăх патне - утăм» проект çĕнĕрен ĕçлеме пуçлани ял çыннисене питĕ савăнтарать. Хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче сывлăха тĕрĕслеттерме район больницине кайса çỹремелле те мар - тухтăрсем хăйсемех яла килеççĕ.

Акă хальхинче те мобильлĕ медицина бригади 116 çын сывлăхне тĕрĕслеме пултарчĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртни çынна хăвăртрах сыватма май парать.

Хамăра хамăр сывлăхлă пек туятпăр пулин те, таçта шалта мĕнле те пулин чир «пытанса» ларма пултарать.

Район больницинчен пынă тухтăрсем 33 çыннăн юн пусăмĕ виçерен ỹссе кайнине палăртрĕç. 45 çыннăн холестерин хисепĕ те пысăк иккен. 7 çыннăн вара сахăр диабечĕ аталанас хăрушлăх пур.

Тухтăрсем йышăнăва пынă кашни çыннах вăл е ку чир пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, вăй-хал упражненийĕсем тума сĕнчĕç.

Ял çынни утă çулать, вутă çурать - çав вăхăтрах сывлăх çинчен те манмалла мар. Тухтăрсем яла килнипе усă курса юлма тăрăшмалла. Çу иртсе кайиччен мобильлĕ бригада пирĕн яла тепре те килесси çинчен шан- тарни вара кăмăла çĕклет.

В.ЧУРБАНОВА,

ĕç ветеранĕ.

Кивĕ Чукал ялĕ.



10 июля 2026
13:04
Поделиться