«Эпир - вăйлă пуласшăн!»
Спорт - Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ачисемшĕн кулленхи пурнăç йĕрки. Çакна ял территори уйрăмĕн спорт площадкинчи шăв-шав аса илтерсех тăрать. Иртен пуçласа мĕн тĕттĕмлениччен кунта вуншар ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Пĕрисем - волейболла, теприсем - баскетболла, виççĕмĕшсем футболла выляма кăмăллаççĕ. Уйрăм снарядсем çинче тренировка тăвакан та сахал мар.
Пĕр тăван Димăпа (3 кл) Максим (1 кл) Исаевсем, Артемпа Миша (2 кл) Алексеевсем, Богдан Мамонтов (2 кл), Артем Сидоров (2 кл), Тимур Степанов (10 кл), Егор Федоров (9 кл), Володя Столяров (8 кл), Артем Федоров (8 кл) - спортăн чăн-чăн тусĕсем.
- Халĕ пирĕншĕн - ял ачисемшĕн - килте те ĕç нумай. Апла пулин те спорт площадкине çитсе килме вăхăт тупмаллах, - теççĕ ачасем. - Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăмăртусене хутшăнмалăх хăнăху кирлех. Паллах, пирĕн ỹт-пỹпе те тĕреклĕ пулмалла.