«Эс çумра пулнипе эп телейлĕ...»

«Эс çумра пулнипе эп телейлĕ...»

Июлĕн 8-мĕшĕнче - Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕнче - округри ЗАГС пайĕнче Шăмăршăри Ивановсемпе Кивĕ Чукалти Мандрюковсен çемйисене чысларĕç. Чыслав çĕкленỹллĕ лару-тăрура иртрĕ. Уяв символĕ - салтак тỹмми (ромашка) - пуç кăшăлĕпе чечек çыххисенче палăрчĕ.

Программăна ЗАГС пайĕн начальникĕ Татьяна Матвеева - 7 ача амăшĕ ертсе пычĕ. Паллă пулăмпа саламласа кунта пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Уяв «хуçисемпе» тулли кăмăлтан паллаштарчĕ.

Шăмăршăра пурăнакан Лидийăпа Петр Ивановсен çемйи ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Ивановсен çемье стажĕ - 31 çул. Лидия Николаевнăпа Петр Викторович, кỹршĕллĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче кун çути курнăскерсем, Шăмăршă тăрăхĕн аталанăвне сумлă тỹпе хыврĕç, ывăл-хĕрне çĕр-шывшăн юрăхлă çитĕнтерчĕç.

Лидия Николаевна тăван Матак вăтам шкулне, Канашри педагогика училищине, И. Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Матак вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ, Шăмăршăри 1№ ача садĕнче - воспитатель, Шăмăршă вăтам шкулĕнче пуçламăш классен учителĕ, директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулса вăй хунă. Çитĕнекен ăрăва пĕлỹпе воспитани парас ĕçре тунă ỹсĕмсемшĕн Лидия Иванова ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, вăл - РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, РФ ĕç ветеранĕ.

Петр Викторович Кивĕ Йĕлмел вăтам шкулĕнче, Тутарстанри Теччĕ совхозтехникумĕнче, ТАССР МВД милици шку- лĕнче пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă. Шăмăршăри «Нива» вĕренỹ центрĕнче пулас водительсемпе механизаторсене çул-йĕр правилисем вĕрентнĕ. ГСВГ-ЗГВ МАВ ветеранĕсен ассоциацийĕн хастар членĕ. Вăл - ГСВГăн Шăмăршă районĕн уйрăмĕ йĕркелекен мероприятисене тулли кăмăлтан хутшăнать. ЧР ĕç ветеранĕ округра тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатпа тачă çыхăну тытать, шỹтлĕ хайлавĕсене «Шуркка Петти» псевдонимпа пичетлет. П.Ивановăн килти архивĕнче «ГСВГ-ВД службинче тăнăшăн» (2015) тата «Çар мухтавĕ» (2019) асăну медалĕсем тата тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе Грамотăсем тирпейлĕн упранаççĕ.

Çемьен нимпе танлашайми хаклă мулĕ - ачасемпе мăнуксем. Вĕсенче - тĕрек, чун йăпанăçĕ. Ача-пăча кил-йышра яланах чи пĕлтерĕшли пулнă. Ивановсем вĕсене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма вĕрентнĕ. Асли - Юрий Ульяновскри Ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетĕнче алла специальноçсем илнĕ. Шалти ĕçсен ветеранĕ, тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Кĕçĕн ывăлĕ - Вадим та тетĕшĕ вĕреннĕ çĕртех юридици енĕпе пĕлỹ пухрĕ, Ульяновскри политехника универси- течĕ хыççăн çак хулари авиакомплексра инженер-программистра тимлет. Вадим вăй хуракан заводрах Надежда та асăннă вĕренỹ заведенийĕнче вĕреннĕ хыççăн инженерипе техника тĕлĕшĕнчен яваплă ĕçе кỹлĕннĕ. Аслă хĕрĕ - Галина - Хусанти çыхăну техникумĕнче вĕреннĕскер, Çĕпрел почтамтĕнче ĕçлет. Анастасия Череповец хулинче тымар янă, Вадимпа Надеждăран ырă тĕслĕх илсе, Ульяновскри патшалăх техника университетĕнче инженер-программиста вĕреннĕ.

Ивановсен хальлĕхе 8 мăнук. Сăмах май, Надеждăпа Анастасия Шăмăршă вăтам шкулне ылтăн медальпе пĕтерчĕç. Надя Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ, Настьăн сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнăччĕ. Ывăлĕ-хĕрĕ пурнăç тупсăмне тупни, паллах, ашшĕ-амăшне хăпартлантарать, мăнукĕсем хăйсен ăрăвне тăсни вара хавхалантарать.

Кивĕ Чукалти Эльвирăпа Валерий Мандрюковсен çемйи те ял-йыш хисепĕнче. Юратупа шанчăклăх, ĕçченлĕхпе хастарлăх, туслăхпа пĕрлĕх - кил-йыш тĕрекĕ.

Мандрюковсем 36 çул алла-аллăн пурнăç çулĕпе утаççĕ. Шăпа вĕсене Вăрнарти совхоз-техникумра пĕр тĕвве çыхнă. Кивĕ Чукал яшĕ - агроном, Эльвира - Çĕрпỹ районĕнчи Лапра хĕрĕ ветеринар специальноçĕсене алла илнĕ. Иккĕшĕ те ял хуçалăх производстви аталанăвне сумлă тỹпе хывнă. Валерий Петрович колхозра комплекслă бригадăна ертсе пынă, тĕп агрономра, ферма заведующийĕнче вăй хунă, Мускаври пысăк стройкăра тар тăкнă. Халĕ, саккăрмĕш çул, Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕн заведующийĕнче тимлет. Вăл ырми-канми тăрăшнипе культура учрежденийĕ çулсерен иртекен смотр-отчет концерчĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Клуб çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ республикăпа ун тулашĕнче иртекен конкурс-фестивальте палăрма ĕлкĕрчĕ. Валерий Петрович ертсе пыракан «Чукал каччисем» ансамбль - тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕн лауреачĕ, призерĕ, çĕнтерỹçи. Валерий Петрович - ăста купăсçă, юрăçă тата ташăçă, чăн-чăн ертỹçĕ. Ĕçченскер, ỹркенменскер харпăр хăй ĕçне те йĕркеленĕ. Икĕ тракторпа çĕре ĕçе кĕртет, «Нива» комбайнпа тулăх тыр-пул пухса кĕртет.

Мăшăрĕ - Эльвира Вырăс Чукалти ветеринари участокĕн заведующийĕ. Маларах çыхăну уйрăмĕнче, колхозра тăрăшнă. Таса чунпа, нумай çул хушши ĕçлесе халăх шанăçне кĕнĕ Эльвира Герцовна.

Мандрюковсем хуçалăхра темиçе ĕнепе вăкăр, йышлă сурăх тытаççĕ. Туслă кил-йыш çурт-йĕре, пахча-анкартие тирпей-илемре, хăтлăхра тытать.

Юратупа килĕшỹре мăшăр икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Анна - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культурăпа филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕнче опека енĕпе тимлерĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача ỹстерет. Максим Мускаври стройкăра электрикра тăрăшать.

Ывăл-хĕрĕпе кĕрĕвĕ, мăнукĕсем - Мандрюковсемшĕн чи хаклă пурлăх, чун тĕрекĕпе пурнăç тĕшши.

Çавăн пекех Ивановсен Анастасия хĕрĕпе Максим кĕрĕвĕ Шевчуксем пĕрлешнĕренпе 16 çул çитнине те уявларĕç. Çамрăк мăшăра пурте çирĕп юратупа шанчăклăх сунчĕç.

Саламлакан сахал мар пулчĕ кунта. Вĕсем: уяв «хуçисен» ачи-мăнукĕ, çывăх çыннисем, Ярăславри Кĕтмен телей ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ - Михаил Сидорчук протоиерей, Шăмăршă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Александр Сатеев, Шупашкарти ентешлĕх ертỹçи Радимир Егоров, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова, «Ачалăх навигаторĕсем» Юхăмăн координаторĕ Валентина Кузьмина, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алена Смаева, округри централизациленĕ клубсен системин директорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Елена Юманова. Представительсем Ивановсемпе Мандрюковсен çемйисем округ- ра ырă тĕслĕхлĕ пулнине палăртрĕç. Ахальтен мар çемьесем Юрату тата шанчăклăх медальне тивĕçнĕ. Наградăна Александр Сатеевпа Радимир Егоров мăшăрсене чаплă лару-тăрура пачĕç.

«Чукал каччисем», «Фламинго» ансамбльсем, Ольга Бибу- кова, Валерий Мандрюков, Софья Михайлова юрă-ташăпа пурин кăмăлне те çĕклерĕç.

Çапла, çемье телейĕ - чун-чĕре пуянлăхĕнче, юрату çирĕплĕхĕпе шанчăклăхĕнче, ĕçченлĕхпе ăсталăхра. Ивановсемпе Мандрюковсен кил-йышĕ шăпах çавăн йышши.

Зинаида СВЕКЛОВА.



10 июля 2026
13:59
Поделиться