Фермерсене - патшалăх пулăшăвĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерстви фермер хуçалăхĕсене аталантарас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ, 14 çынна пурĕ 137 миллион тенкĕ ытла грант пама йышăннă.

Çав шутра хăйсен ĕçне тинтерсех çеç пуçланă 8 фермер - 5-шер миллион, ỹсен-тăран продукцийĕ çитĕнтерекен 1 фермер - 9 миллион, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 5 фермер 18-шар миллион тенкĕ грант пулăшăвĕ илĕ.

Патшалăх пулăшăвĕ - яла аталантармалли пысăк вăй. Грант укçипе фермерсем выльăх-чĕрлĕх витисемпе складсем тума, модернизацилеме тата тĕпрен юсама, ял хуçалăх продукцине ĕçе кĕртекен производство валли çурт-хуралтă çĕклеме, вĕсене коммуникаципе çыхăнтарма, оборудованипе пуянлатма тата çĕнĕ çĕр участокĕ туянма пултараççĕ. Паллах ĕнтĕ, грант укçине панă чух фермер çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине те шута илĕç.

Е.ЖОЛОБОВА.



10 июля 2026
13:03
Поделиться