Хытă тĕлĕнчĕç, вăйлă савăнчĕç

ÇАК кунсенче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи П.В.Дементьев ячĕллĕ Упи вăтам шкулĕ çумĕнчи «Хĕвел» лагерьте канакан ачасем Виçпỹрт Шăмăршăра хăнара пулчĕç. Кунта вĕсене Александр Семенов художник ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ачасене вăл Искусство замокĕпе тата кунта ĕçлекен «Рак хуранĕсемпе коралсен тĕнчи» выставкăпа паллаштарчĕ. Лагерьте канакансем выставкăри кашни экспоната тĕлĕнсе те савăнса пăхрĕç, музей хуçине чĕререн тав турĕç.



10 июля 2026
13:08
Поделиться