Хỹтĕлевçĕмĕрсене пулăшни - мăнаçлăх!

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ фронтра çапăçакан тата госпитальсенче сипленекен салтакăмăрсене, çавăн пекех вăрçа пула инкек тỹсекенсене пулăшассине чи пысăк тивĕç вырăнне хурать.

Июнь уйăхĕнче пĕрлехи вăйпа нумай ĕç-пуç туса ирттертĕмĕр. Çĕлерĕмĕр: маскировка сечĕ - 22 штук (парса янă - 24 шт), пончо плащ - 30 шт (20), гетры - 18 мăшăр (9), хỹтлĕх утиялĕ - 4 шт (4), «пурнăç» сулли - 49 шт (23), липучкăллă аялти йĕм - 12 шт (37), резинкăллă аялти йĕм - 23 шт (23), «шăмă» минтер - 32 шт (55), минтер пичĕ - 9 шт (7), простынь - 14 шт (12), пеленка - 6 шт (18), покрывало - 3 шт (5); çыхнă: çăвăнмалли мунчала - 9 шт (9); парса янă: бриджи - 6 шт.

Çак уйăхра 7 хутчен гуманитари пулăшăвне ăсатнине мăнаçлăхпа пĕлтеретпĕр. Акă Донецк тăрăхне - 2 хутчен, Запорожье енне - 2 хутчен, Луганск таврашне пĕр хутчен гуманитари япалисене ăсатрăмăр. Дон çинчи Ростов хулине - çар госпитальне - 2 гуманитарка çитерме пултартăмăр.

Хамăр алăпа хатĕрленĕ хăш-пĕр япалана Чăваш Енĕмĕрĕн Наци музейне пани те савăнтарать. СВО тапхăрне сăнлакан япаласем музей экспоначĕсем пуласси куç кĕрет. Вĕсем: хỹтлĕх каррисем, пончо плащсем, гетрысем, липучкăллă аялти йĕмсем, бриджисем, «шăмă» минтерсемпе вĕсен чехолĕсем, çăвăнмалли мунчаласем.

Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн членĕсемпе пĕрлех округ çыннисем те сисĕмлĕ пулăшу кỹчĕç. Гражданла тĕрĕс позици йышăнса фронтпа госпитальсенчи салтакăмăрсене пулăшассине мала хуракан кашни çыннăмăра тав тăватпăр, малашне те килес Çĕнтерỹшĕн пĕрле тỹпе хывасса чĕререн шанатпăр.

В.Еремеева,

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



10 июля 2026
13:54
Поделиться