«Каникул - вĕренỹ çине алă сулмаллине пĕлтермест!»
Çак сăмаха каларĕ Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-класĕнчен вĕренсе тухнă Сагида Ахметова, Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Тури Чаткас хĕрĕ. Сагида Патшалăхăн тĕп экзаменĕсене (ОГЭ) ăнăçлă тытнă: акăлчан чĕлхипе, информатикăпа, вырăс чĕлхипе панă тĕрĕслев ĕçĕн - 100 процентне, математикăпа 90 процентне пурнăçлама ăс-хакăл çитернĕ. Тăрăшуллă хĕр ятарлă аттестата тивĕçнĕ. Ку - çемьен тата вĕренỹ учрежденийĕн чысĕпе мăнаçлăхĕ!
Тĕрĕссипе, кулленхи вĕренỹ, хушма литературăпа та интер- нет ресурсĕпе пĕлсе усă курни те ăнăçу çулĕ çине тăма витĕм кỹнĕ С.Ахметовăна. Наукăпа тĕпчев ĕçне питĕ кăмăллать хĕр. Акă астрономипе йĕркеленĕ наукăпа тĕпчев ĕçне хутшăнса 3-вырăна тухнă. Ячĕ те кăсăклă: «Планетăсене транзит мелĕ- пе тĕпчесси». И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ирттернĕ предмет олимпиадисене хутшăнать тутар хĕрĕ, акăлчан чĕлхипе 1-вырăн çĕнсе илнĕ, вырăс чĕлхипе призера тухнă. Добро. Ru платформа çинче йĕркелекен волонтерсен юхăмĕнче хастарлăх кăтар-тать: тăван тавралăха тирпей-илемпе хăтлăх кĕртнĕ çĕре хутшăнать.
- Аппам - Эльвина - ĕмĕтри сăнарăм. Вăл Шăмăршă вăтам шкулĕнчен «ылтăнпа» вĕренсе тухрĕ. Халĕ Хусанти федераци университечĕн физика факультетĕнче магистратурăра пĕлĕвне ỹстерет, çав хушăрах Наука Академийĕн ядерлă физика лабораторийĕнче вăй хурать. Манăн тĕллев - Эльвина вĕренекен аслă шкула вĕренме кĕресси, _ чунне уçать мал ĕмĕтлĕ çамрăк.
Кил-хуçалăхра ашшĕ-амăшне, асламăшĕпе аслашшĕне пулăшнипе пĕрлех Сагдина пушă вăхăтра кĕнеке вулать, интернет уçлăхĕнче ларать, çавна май тĕрлĕ енлĕ аталанать.
2026-2027-вĕренỹ çулне çĕнĕ вăй-халпа пуçлĕ вăл. Çутă ĕмĕтне пурнăçлассишĕн хăйĕнчен кирлине веçех тăвĕ. Çапла пуласса çирĕп шанатпăр.