«Килес Çĕнтерỹре ачасен те тỹпи пур!»
Çапăçу ветеранĕсен кунĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн Пирвайхийĕсем хисеплĕ çынсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем: ГСВГ ветеранĕсен Союзĕн Чăваш Республикинчи представителĕсем - Андрей Кудряшов тата Надежда Яловенко, вырăнти ветерансем - Александр Карзановпа Петр Иванов.
Çитĕнекен ăру аслисене ятарлă çар операцийĕн участникĕсене мĕнле пулăшу кỹнине каласа тата ĕçпе кăтартса ăнлантарчĕ. Çамрăк патриотсем Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ кивĕ чиркĕвĕн трапеза çуртĕнче пылак çимĕç хатĕрлерĕç, унпа представительсене хăналарĕç. Чак-чак, хворост, баурсак, печени, кириешки хăнасене çав тери килĕшрĕ. Кашниех хĕрачасемпе арçын ачасене чĕререн тав турĕ, малашлăхра ырлăх-сывлăх сунчĕ, вĕсен ĕçĕ Çĕнтерĕве çывхартакан хỹтĕлевçĕмĕрсемшĕн питех те кирлине палăртрĕ.
Андрей Кудряшов çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси малта тăмаллине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Н.КОНСТАНТИНОВА,
Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ.