Çĕлен сăхасран асăрханмалла
ИРТНĔ канмалли кунсенче республикăра 7 çынна çĕлен сăхнă, çав шутра - 2 ача. Тухтăрсенчен Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче пурăнакансем пулăшу ыйтнă.
Сăмахран, 70 çулти арçынна хура çĕлен утă пуçтарнă чухне сăхнă. 79 çулти хĕрарăм - сад пахчинче, 30 çулти хĕрарăм вăрман уçланкинче çырла пуçтарнă вăхăтра шар курнă.
Вăрманта тата вăрман хĕрринчи пахчара асăрхануллă пуласси çинчен манар мар.