Наркăмăшпа «тăрантарнă» чух аптăранă
ШУПАШКАРТИ васкавлă пулăшу больницине колорадо нăррине пĕтермелли шĕвекпе наркăмăшланнă хĕрарăма илсе килнĕ.
Хĕрарăм çĕр улми анине препарат сапнă чух сиенленнĕ. Вăл пуçне маска тăхăнман пулнă. Тухтăрсем наркăмăшпа аптăранă çынна çăлса хăварнă.
«Шăрăх çанталăкра наркăмăшлă препаратпа усă курма пачах та юрамасть, вилсе кайма та пулать», - çапла асăрхаттараççĕ сывлăх сыхлавçисем.