Паттăр килĕ умĕнче - субботник

Паттăр килĕ умĕнче - субботник

Шăмăршă тата Палтиел вăтам шкулĕсен Пирвайхийĕсем, кани- кул кунĕсене пăхмасăр, Палтиелне субботника тухрĕç. Çакă ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешшĕн хăйне евĕр астăвăм пулчĕ.

... Ильдар Бахтияров хỹтĕлевçĕн çурчĕ умĕнче хĕрỹ ĕç пычĕ. Шкул ачисемпе вĕсен наставникĕсем - Палтиел вăтам шкулĕн Пирвайхийĕсен Юхăмĕн кураторĕ Вероника Головинская тата çак йĕркесен авторĕ - хыт хурапа вĕренесене тымарĕпех кăкларĕç. Вĕсене икĕ трактор тележки çине тиерĕç. Пỹрт умĕ вара тирпейленсе илемленчĕ.

Çавăн пекех хĕрачасем Ильдар амăшне урай çуса пачĕç.

Димитрий Константинов, Михаил Константинов (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Эльвина Тухфетуллова, Линара Валиуллова, Нияз Тухфетуллов, Степан Головинский, Диляс Минуллов (Палтиел ВШ) субботникра пысăк тăрăшулăхпа палăрчĕç.

Пĕрлехи ĕç çитĕнекен ăрура туслăхпа патриотизм туйăмĕсене çирĕплетрĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксене, вĕсен çывăх çыннисене хаклас туртăма вăйлатрĕ.

Н.Константинова,

Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ.



10 июля 2026
13:53
Поделиться