«Паттăрсемшĕн - кану çук, гуманитаришĕн - чăрмав ан пултăр...»
ХĔРỸ çу кунĕсем, кил-хуçалăхра тата пахча-анкартинче капланнă ĕç-пуç чаткассемшĕн чăрмав мар. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшасси вĕсемшĕн яланхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ.
Анат Чаткас ялĕн тĕп Культура çуртĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Людмила Николаева ертсе пыракан волонтерсен ушкăнĕ кунсерен кунта маскировка сечĕ çыхать. Пысăк калăпăшлă - сарлака та вăрăм - хỹтлĕх каррисем вĕсен ылтăн аллисенчен тухаççĕ, унтан кирлĕ çĕре ăсанаççĕ. Любовь Угасина, Антонина Кузьмина, Елена Бакина, Ирина Тихонова, Нина Тихонова, Надежда Тихонова, Лилия Воробьева, Тамара Нянина, Светлана Синелева, Альбина Андрианова, Елена Зиновьева гражданла тивĕçе мала хурса чăн-чăн патриотизм кăтартаççĕ. Надежда Георгиевнăпа Тамара Петровна вара пĕчĕк мăнукĕсене те пĕрлехи ĕçе явăçтараççĕ. Аслисен тĕслĕхĕ, ăшă сăмахĕ кĕçĕннисемшĕн - сỹнми хавхалану!
Хỹтлĕх каррисем валли килте хăю касса хатĕрлекенсемпе те мăнаçланмалăх пур. Вĕсем: Ираида Буранова (Анат Чаткас), Лариса Козлова (Тури Чаткас). Маскировка сечĕ çыхакан Людмила Николаева, Ирина Тихонова, Альбина Андрианова спанбонд материалне киле илсе каяççĕ, каçсерен хăю касса ĕçе хăвăртлатаççĕ. Пĕр сиктерми пархатарлă ĕç тума çỹрекен Галина Зыкова халĕ 4 мăнук пăхать, килĕнче хăю касма çав-çавах ерçỹ тупать.
Çапла, чун-чĕре хушнипе Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн волонтерĕсем Раççей салтакĕсене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ.
Зинаида ВОРОБЬЕВА.