«Пĕчĕк мăйăрăн та тĕшши тутлă»
Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшасси Палтиелĕнчи Лукияновсемшĕн çемье династинех çаврăнчĕ. Ялăн тĕп Культура çуртне Алефтина Николаевна, кинĕ Алена, мăнукĕсем - 5-класс пĕтернĕ Арианăпа 4-класа куçнă Настя - çỹренине асăрхатăн. Асламăшĕн тата амăшĕн тĕслĕхĕпе хĕрачасем маскировка сечĕ çыхас ăсталăха алла илчĕç. Аслисемпе тан, хăю- сене тĕрлĕ фигурăсем пек витĕрсе тата бант туса, çыхаççĕ. Çавна май волон- терсене вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.
- Эпир - шкул ачисем - хỹтĕлевçĕсене пулăшнăшăн питĕ савăнатпăр, - теççĕ пĕр тăвансем. - Пирĕн хỹтлĕх каррисем салтаксене шанчăклă хỹтĕлеччĕр.