Потребкоопераци ĕçченĕсене тав тунă
ÇАК кунсенче потребкоопераци ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Суту-илỹре вăй хуракансене Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев тав тунă, потребительсен кооперацийĕ халăх ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, кунта тăрăшакансен ĕçĕ хисепе тивĕçлине палăртнă.
Е.ЖОЛОБОВА.