Пĕве те, çул та кирлĕ

ПУЯНКАССИ ял территорийĕн уйрăмĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа мĕнле пурнăçланнине тата çитес çулхи тĕллевсене анлăн сỹтсе явнă. Ял территорийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Петров пуçару бюджечĕпе кăçал мĕнле ĕç тунипе паллаштарнă. Çав шутра: Пуянкассинчи Ленин тата К.Маркс урамĕсем хушшинчи тăкăрлăкри çула тĕпрен юсанă; Виçпỹрт Шăмăршă масарне тирпейленĕ.

Ытти проектсем те (Кахăрлă Шăхалĕнчи Комсомол пăра- лукĕпе Калинин урамĕнчи çула юсасси тата Виçпỹрт Шăмăршăри парка тирпей-илем кĕртесси) çу иртсе кайиччен пурнăçа кĕмелле.

Пухура тухса калаçнисем çитес çул тумалли ĕç пирки сĕнỹ хыççăн сĕнỹ панă. Халăх пуçарăвĕнчен çаксене асăнмалла: пушара хирĕç кĕрешмелли емкость вырнаçтармалла, вут-кăвара сỹнтермелли гидрантсем валли пĕве тумалла, Виçпỹрт Шăмăршăри Ленин тата Садовая, Хайпăлари К.Маркс урамĕнчи çула асфальт сармалла.

Граждансен пухăвĕн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев хутшăннă, сăмах тухса каланă.

И.МИХАЙЛОВ.



10 июля 2026
13:07
Поделиться