Радик СЕВРЮГИН: «Куштăркка алăллă çынна чунтан хисеплес килет»
УМĔН КАЛАНИ
«ПАТИРЕКĔН - хирĕсем тыр-пуллă, Патирек çыннисен - йăлтăр кулă», - çапла çырнă çак ялта çуралса ỹснĕ Çтаппан Лашман писатель хăйĕн «Шаравкка» очеркĕнче («Коммунизм ялавĕ» (халĕ - «Хыпар») хаçат, 1957- çул, июнĕн 11-мĕшĕ).
Çапла, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче Патирек ялĕ Шăмăршă тăрăхĕнче çеç мар, республикипех паллă пулнă. Кунти «Искра» колхоза Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Зейдулла Сейфутдинов ертсе пынă чух патирексем тыр-пул, кантăр, пахча çимĕç çитĕнтерсе, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса республикăра та чапа тухнă. Ахальтен мар ĕнтĕ председателе виçĕ хутчен Социализмлă Ĕç Геройĕн ятне пама документсем хатĕрлесе тăратнă, анчах та - çĕр лаптăкĕ пĕчĕккипе - Мускав ăна черетлĕ орден панипех çырлахнă. Виçĕ хутчен - 1966-, 1971-, 1973-çулсенче - Зейдулла Зарифзяновича Ленин орденĕпе чысланă.
Сейфутдинов хыççăн колхоз «тилхепине» тытнă Минзалтдин Алеев та хăйĕн аслă юлташĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Патирек колхозĕ экономика тĕлĕшĕнчен районта чи çирĕппи шутланатчĕ. Минзалтдин Галявутдиновича хастар ĕçшĕн Тăван çĕр-шыв икĕ хутчен - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, унтан «Хисеп Палли» орденпа хавхалантарчĕ. Шел, ырми-канми ĕçлекен председатель çамрăклах - 49 çултах - çĕре кĕчĕ.
Патирексем хăйсен мухтавлă ентешĕсене манмаççĕ. Ялти пĕр урама - Зейдулла Сейфутдинов, теприне - Минзалтдин Алеев, виççĕмĕшне Çтаппан Лашман ятне пачĕç. Çак ырă ĕçĕшĕн ял халăхне чунтан тав тăвас килет. Пытармалли çук: эпир хамăрăн паллă çынсене - вĕсем çĕр çинчен кайсанах - манатпăр. Виçпỹрт Шăмăршăри пĕр урама - Василий Кошкин, Вырăс Чукалта - Алек- сандр Вершинин, Карапай Шăмăршăра Петр Петьков ятне пама май çукчĕ-ши вара? Вĕсен ячĕсене ĕмĕр асра хăварассишĕн пуçлăхсем те, ял çыннисем те тăрăшмарĕç. Шел...
ШАРАВККА УЛĂХĔНЧЕ
КОЛХОЗСЕМ арканчĕç пулин те, хресчен ĕçне юратакан çынсем пĕтмен-ха. Патирек ялĕнче те пур вĕсем. Çтаппан Лашман писатель асăннă Шаравкка улăхне те хыт хура пусса илмен - Кĕçĕн Хырла çырми хĕрринче Радик Севрюгин пахча çимĕç çитĕнтерет.
Вулакана Радик Петровичпа паллаштарма кирлех те мар пулĕ: ăна нумайăшĕ лайăх пĕлет. Кашни çулах тухăçлă купăста çитĕнтерсе Шăмăршă ярмăрккинче тата пасарта сутать, çак пахча çимĕçпе таврари темиçе ял çыннине тивĕçтерет.
Профессийĕпе агроном пулнă май, Радик Севрюгин ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курать, сортсене улăштарсах тăрать, вĕсене сăнаса тĕрĕслет.
Шаравкка улăхĕнчи çĕре арендăна илнĕскер, Радик Петрович кашни гектарпа чăн-чăн хресчен пек тирпейлĕ усă курать. Купăста, помидор, çĕр улми çитĕнтерет, тырă тата нумай çул ỹсекен курăк акса ỹстерет.
«Ывăнтармасть-и кашни кун тар тăкни?» - ыйтатăп Севрюгинран.
«Хавхаланса ĕçлесен, ывăннине те туймастăн, - йăл! кулса хуравларĕ Радик Петрович. - Шаравкка улăхĕ - чăн-чăн курорт пек ытарма çук илемлĕ вырăн. Кĕçĕн Хырла çырми шăнкăртатса юхать, пахча çимĕçе шăварма насус та туянтăм».
«Курорт» тенĕрен, унта лайăххине Радик Петрович çын каланă тăрăх çеç пĕлет. Хăй нихăçан та кайса канман, кайма вăхăчĕ те çук.
«Эсир çак халапа илтнĕ те пуль-ха, - кула-кула калаçать Севрюгин. - Пĕри: «Хур тукмакĕ тутлă- çке», - тесе мухтаннă тет.
«Ху çисе курнă-и вара?» - ыйтать тепри.
«Çук та, кукка улпут çинине курнă», - хуравланă мухтанаканни».
Севрюгинсем выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чĕх-чĕп йышлă тытаççĕ. 2 пуç - сăвăнакан ĕне, 3 пуç - пăру. Сурăхсен йышĕ вара - 100 пуç патнеллех. Вĕлле хурчĕ те усраççĕ.
«Сĕт хакĕ йỹнĕ пулнипе ĕнесен йышне чакарма тиврĕ, - пăшăрханса сăмахларĕ Радик Петрович. - 5 пуç таранах усранă. Виçĕ-тăватă çул каялла Патирекре 130 пуç ытла ĕнеччĕ, халĕ ирсерен кĕтĕве 33 пуç хăвалаççĕ. Çакна ăнланма та, ăнлантарма та йывăр: улăх-çаран - куç тулли, утă çулмалли, кĕтỹ çỹретмелли вырăн çителĕклĕ. Шел те, ялта выльăх йышĕ чакнăçем чакса пырать. Ку енĕпе Эсир «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра питĕ тĕрĕс çырнăччĕ: «Сĕтшĕн укçа сахал е ĕне усрама хамăр кахал?»
Радик Севрюгин кăçал 7 гектар çĕр улми çитĕнтерет. Ир ĕлкĕрекенни те, каярах пулса çитекенни те пур. «Иккĕмĕш çăкăр» кинори пек илемлĕ ỹсет, шурă тата кăвак чечексем куçа илĕртеççĕ.
Савăнмалла кăна пек, анчах Радик Петрович халех çĕр улмине ăçта вырнаçтарасси пирки шухăшласа пуçне ыраттарать. Купăста пирки те çавнах каламалла. Округ администрацийĕ мĕн çитĕнтерни çинчен çеç ыйтма пĕлет, тухăçа ăçта сутма май пуррине вара никам та калаймасть.
«Иртнĕ çул купăстан пĕр пайне ана çинчех сухаласа пăрахма тиврĕ, - ассăн сывлать Севрюгин. - Ял çыннисене тỹлевсĕрех илсе кайма сĕнтĕм - ỹркенчĕç пулас. Ятарласа «Кировец» трактор тара тытрăм. Мĕн чухлĕ тăкак курнине хам çеç пĕлетĕп. Округра хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ямасан пах- ча çимĕç туса илесси путланма та пултарать. Эпир - ватăлатпăр, çамрăксем лавккарине туянма çеç хăнăхса ỹсеççĕ».
Пахча çимĕç çеç-и? Севрюгин сурăх çăмĕпе тирне те ниçта та вырнаçтараймасть. Никама та кирлĕ мар пек пулса тухать, ирĕксĕрех çỹп-çап кон- тейнерне кайса пăрахма тивет.
«ЯЛ МАЛАШЛĂХĔ ШУХĂШЛАТТАРАТЬ»
«КУШТĂРККА алăллă çынна хисеплес килет, вăл çăкăр мĕнле нушапа пулнине лайăх пĕлет», - тет Радик Петрович.
Шел те, унччен колхоз производствинче чун-тан ĕçленĕ çынсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, ялта выльăх усракансем те сахалланнăçем сахалланаççĕ. Юлашки 10-15 çул хушшинче Патирекре пĕр çĕнĕ çурт та çĕкленменни те шухăша ярать. Çурт çеç-и - çĕнĕ сарай туни те курăнсах каймасть.
Яла «çĕнĕ кайăк» хăçан килнине те манма пуçланă. Çамрăксем - хулара, ял ватăлсах пырать.
Хăшĕ-пĕри ялти пурнăçа хурлама пăхнине Радик Петрович татăклăн сивлет:
«Мĕн, хулара пурте лайăх-и? Ялти пек илеме, чун канăçне урăх ниçта та тупаймастăн! Эпир ирпе троллейбус кĕмсĕртетнипе мар, автан çунат çапса авăтнипе вăранатпăр, тăри юррине итлесе хирте ĕçлетпĕр, каçхине шăпчăк юррипе савăнса килелле утатпăр. Чунтан тăрăшса ĕçлесен, ялти пурнăç - ырлăх, ỹркенмелле кăна мар!»
Патирекре ỹркенмен çынсем пурăннине асăннăччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри - ял старости Николай Авксентьев. Çак хастар чăваш ырă ĕç тумах çуралнă пулĕ. Вăл тăрăшнипех иртнĕ çул ялта куçа илĕртмелле илемлĕ часовня çĕкленчĕ. Çвяттуй Николай ячĕллĕ часовня старости Игорь Севрюгин - Радик Петровичăн тăван шăллĕ - тĕн çурчĕн йĕри-таврашĕ тирпейлĕ пултăр тесе нумай тăрăшать.
Севрюгинсемпе Авксентьевсем тăрăшнипех Çимĕк ратиттĕлĕнче масар çине эрех-сăмакун илсе кĕмеççĕ. Ял çыннисемпе ăнлантару ĕçне анлăн сарса янă, чăн малтан ваттисене ỹкĕте кĕртнĕ. Халĕ ырă пуçару тăвакансене хăйсемех тав сăмахĕ калаççĕ.
Патирексен лайăх пуçарăвне - масара урăлăх зони туса хунине - пĕтĕм округĕпех сарсан питех те аван пулĕччĕ.
Чăнах та, ял пурнăçĕнче çитменлĕхсем те пулаççĕ. Акă Николай Авксентьев старостăна контейнерсене вăхăтра пушатса тăманни, «Ситиматик» ООО хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламанни хытă пăшăрхантарать.
«Ялта тирпейлĕ пулсан пуриншĕн те лайăх вĕт-ха, - хăйĕн шухăшне палăртать Николай Михайлович. - Контейнер тулса тăкăнни, çỹп-çап ял тăрăх саланни пĕтĕм ĕçе харама ярать».
Николай Авксентьев икĕ çул каялла ялта пушара хирĕç кĕрешмелли шыв управĕ тунине чунтан ырлать. Халĕ кунта пулă та ĕрченĕ, акăшсемпе кайăк кăвакалсем те вĕçсе килсе шывра ишеççĕ.
«Патирек ялне пĕтме парас марччĕ, - çапла калаçса уйрăл- тăм эпĕ Радик Севрюгинпа Николай Авксентьевран. - Çулсене тĕпрен юсасан, ĕç вырăнĕ пулсан, çамрăксем те ялтан ютшăнмĕччĕç. Пирĕнни пек илемлĕ вырăн, пуян çут çанталăк урăх ниçта та çук пулĕ. Тăван атте-анне çĕрне пăрахас марччĕ. Шарлавкка улăхĕнче кашни çулах тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтĕр, пирĕн ырă ĕçе çамрăксем малалла тăсчăр!» Çапла пултăр!
Ив.САЛАНДАЕВ.