«Салтакăмăрсем тăван ен ăшшине туйччăр»

«Салтакăмăрсем тăван ен ăшшине туйччăр»

Район хаçачĕн редакцийĕ йĕркеленĕ «Салтаксене - милĕк» акци сарăлнăçемĕн сарăлать. Редакци çуртне милĕк килсех тăрать. Шăмăршăри Геннадипе Зинаида Шерниковсен ешĕл парнине ытларикун иккĕмĕш хут йышăнтăмăр. Хальхинче Геннадий Семенович 22 мăшăр милĕк кỹчĕ.

- Фото ỹкерме кирлĕ мар, - терĕ сăпайлăн волонтер, аллăмри фотоаппарата асăрхаса. - Чи кирли - салтакăмăрсене пурăнмалли услови туса парасси-çке. Шăмăршă вăрманĕн хурăн милĕкĕнчен хỹтĕлевçĕмĕрсем сиплĕх илччĕр.

Кирек епле гуманитари япали те нацистсене хирĕç кĕрешекенсемшĕн вырăнлă пултăр, тăшмана аркатма ырă витĕм кỹтĕр.

Шерниковсен тĕслĕхĕ ыттисемшĕн те кăтартуллă пуласса шанатпăр.

З.СВЕКЛОВА.

Редакцирен. «Салтаксене - милĕк» акци малалла пырать. Ентешĕмĕрсене акцие хастар хутшăнма чĕнетпĕр.

Кăçалхи тата пĕлтĕрхи милĕке редакци çуртне çитермелле.



10 июля 2026
13:52
Поделиться