Шыва сикиччен шухăшласа пăх
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче çу кунĕсенче шыва кĕмелли 5 вырăн çирĕплетнĕ. Вĕсем çаксем: Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче - Пасна çырми çинчи пĕве, Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче - вăрманти Маншур кỹлли, Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче - ял çумĕнчи пĕве, Пуян- касси ял территори уйрăмĕнче - ял çумĕнчи пĕве, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕнче - ялти пĕве. Çак вырăнсене çăлав служби куллен тĕрĕслесе тăрать.
Аса илтеретпĕр: списокра палăртман çĕрте шыва кĕме пачах та юрамасть! Уйрăмах ачасем пĕве е кỹлĕ хĕррине ан пыччăр тесе сыхă тăмалла. Çу кунĕсем инкек-синкексĕр, илемлĕ те хаваслă иртчĕр тесе тăрăшар.