«Шăмăршă тăрăхĕнчи юрăсем - çыннисем пекех - çав тери илемлĕ», - çапла хак панă пирĕн пултарулăха Наталья Гилярова профессор

«Шăмăршă тăрăхĕнчи юрăсем - çыннисем пекех - çав тери илемлĕ», -  çапла хак панă пирĕн пултарулăха Наталья Гилярова профессор

ÇАК кунсенче Шăмăршă округĕнче Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ пат- шалăх консерваторийĕн музыкăпа этнографи экспедицийĕ пулнă. Экспедици ушкăнне Наталья Гилярова профессор ертсе пынă.

Мускав тĕпчевçисем Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕн (ертỹçи - Алина Алексеева) репертуарне пысăк хак панă. Вĕсене чăваш халăхĕн ĕлĕкхи юрри-такмакĕ те, йăли-йĕрки те питĕ килĕшнĕ.

Геннадий Ильин купăсçă вара тата та тĕлĕнтернĕ: вăл туйпа çĕнĕ хăта тата салтак юррисене чуна хумхантармалла шăрантарнă. Марья Парамонова «Хĕр йĕррине» çав тери ĕнентерỹллĕ кăтартса панă.

Хăнасем çав кунах Виçпỹрт Шăмăршă ялне те çитнĕ, кунта вĕсене «Сурпан» тата «Аххаяс» фольклор ансамблĕсем юрăпа та ташăпа саламланă. Экспедици ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен юрри-такмакне те, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине те çырса тата ỹкерсе илнĕ.

Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пултарулăх тĕнчи» проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ экспедици чăваш ялĕн ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçне туллин тишкерме май парать, наци пултарулăхне истори валли çырса хăварма пулăшать.

Е.ЖОЛОБОВА.

 



10 июля 2026
13:14
Поделиться