«Сывлăх патне - утăм» программа - ĕçре

ОКРУГРА республикăн «Сывлăх патне - утăм» программи çĕнĕрен ĕçлеме пуçланни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Июлĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршă район больницин мобильлĕ медицина комплексĕ Палтиелĕнче пулнă, ял çыннисен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслỹ вăхăтĕнче 32 çыннăн - артери гипертензийĕ пуррине, 29 çыннăн - юнри холестерин хисепĕ виçерен пысăккине, 10 çыннăн - диабет пуçланас хăрушлăх пуррине тупса палăртнă. 52 пациент вара ытлашши самăрăлма тытăнни тухтăрсене хытă пăшăрхантарать. Ỹт нумай хушни чĕрепе суставсен ĕçне йывăрлатать, уйрăмах çакă çу кунĕсенче пахчара ĕçленĕ чух хытă палăрать.

Тухтăрсем яла килнин тĕп тĕллевĕ - диагностика çеç мар, профилактика ĕçне анлăн туса пырасси те. Çуллахи шăрăх çанталăкра аслă ăру çыннисен хăйсен сывлăхне уйрăмах упрамалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла.



10 июля 2026
13:08
Поделиться