«Çу кунĕ ытарма çук лайăх...»

МАЙĂН 27-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче шкул çумĕнчи 3 лагерь ĕçлеме пуçланă, вĕсенче 252 ача каннă. Çав шутра 202 ача - вĕренỹ пайĕ урлă, 50-ĕшĕ - халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр (ЦСОН) путевкипе.

Лагерьсем июнĕн 16-мĕшĕччен ĕçленĕ. Ачасене 43 сотрудник пăхнă. Калас пулать, 2026-çулта сывлăх кампанийĕ валли округ бюджетĕнчен 1 миллион та 144 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне 34 ача хула тулашĕнчи лагерьсенче канать. Çав шутра - СВО участникĕсен 10 ачи.



10 июля 2026
13:10
Поделиться