Вăрман - пысăк тупра, ăна куç шăрçи пек упра!
ШĂМĂРШĂ тăрăхĕн тĕп пуянлăхĕнчен пĕри - тăван çут çанталăка ытарма çук илем кỹрекен вăрман. Çак пуянлăха пулас ăрусем валли упраса хăварассишĕн «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ пысăк ĕç тăвать. Раççей Федерацийĕн Правительствин Йышăнăвĕпе 1993-çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче йĕркеленĕскер, çут çанталăк управçи çак кунсенче 33 çул тултарчĕ.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕ - 25200 гектар. Çурçĕртен кăнтăралла вăл - 24 километр, хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăçнелле 17 километр тăсăлать.
Паркри йывăçсен 45,3 проценчĕ - хыр, 27,1 проценчĕ - хурăн, 14,6 проценчĕ - ăвăс, 7,4 проценчĕ - çăка, 2,4 проценчĕ - çирĕк, 1,4 проценчĕ - чăрăш, 1,6 проценчĕ - юман, 0,2 проценчĕ кедр, вĕрене тата йăмра.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн лаптăкĕнче пурĕ 800 тĕрлĕ ỹсен-тăран тупса палăртнă, вĕсенчен 57-ĕшне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Сĕтпе тăранса пурăнакан чĕр чунсен - 44 тĕсне, вĕçен кайăксен - 184 тĕсне, шуса çỹрекен чĕр чунсен - 6 тĕсне, çĕр çинче тата шывра пурăнакан чĕр чунсен - 11 тĕсне тата 19 тĕрлĕ пулă шута илнĕ.
Парк коллективĕ туризма аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Кунта «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем», «Аваллăх алăкне уçса...», «Упа патĕнче» экологи сукмакĕсем, «ЭКО-тĕлĕнтермĕш» арт-сукмак йĕркеленĕ. «Çăкалăхри çăтмах», «Гриль - беседка», «Вăрманти чарăну» кану вырăнĕсем пур.
Нумаях пулмасть çеç-ха паркра «Вĕçен кайăксем историпе паллаштараççĕ» ятлă патриотизм маршручĕ уçăлнă. Чăн малтанхи турист ушкăнĕнче Комсомольски округĕнчи шкул ачисем пулнă. «Вĕçен кайăк почти» чарăнура вĕренекенсем СВО-ра çапăçакан хамăрăн ентешсем патне çыру çырнă, «Вăрçă çулĕсенче халăха выçăпа вилесрен çăлса хăварнă ỹсен-тăран» фотовыставкăпа паллашнă, Павел Прусаков çар летчикĕн вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă. Юлашкинчен çар кухнинче пĕçернĕ салтак пăттипе хăналаннă, патриотизмла юрăсем шăрантарнă.
«Вĕçен кайăксем историпе паллаш- тараççĕ» маршрут Шăмăршă округĕнчи шкул ачисене те хапăл тусах кĕтет.
Çак кунсенче «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче тепĕр интереслĕ мероприяти иртнĕ. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалласа, кунта фитоэкскурси йĕркеленĕ. Вырăс халăхĕн наци тумне тăхăннă туристсем вăрманта чей вĕретмелли сиплĕ курăксем пуçтарнă. Çак ырă йăла кунта 30 çул ытла тăсăлать. Программăра - пуçтарнă курăксемпе усă курса тĕртнĕ панно хатĕрлесси. Паллах ĕнтĕ, сиплĕ вăрман чейĕпе хăналанни те вăрăм туна çыртнине хăвăрт мантарать.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн дирекцийĕ туристсене тата округра пурăнакансене çу кунĕсенче вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Парк территорийĕнче ятарлă вырăнта çеç апат хатĕрлеме тата чей вĕретме юрать. Пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнманнисене пысăк штраф тỹлеттерме пултараççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.