Ял çĕнелет - халăх савăнать е хаклă парнене ахальтен паманни çинчен
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял территорийĕн уйрăмĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» программине халăхшăн питĕ кирлĕ йышăну тесе шутлать. Акă 2025-çулта 3 проект пурнăçа кĕртнĕ, пурĕ 10258,198 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Карапай Шăмăршăри спорт площадкине резина сарнă, çак ялти Полевая урамри çула юсанă тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса чаплă палăк лартнă.
2026-çул валли 4 проект йышăннă, 10042033,54 пин тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. Кашни проект - халăха хумхантараканни, тахçантанпах татса пама ыйтаканни.
Çăва тухсанах ялта хĕрỹ ĕç пуçланнă. Кĕме-тухма кансĕр Вăркăш урамĕнчи çула чул сарса çирĕплетнĕ, Калинин урамĕнчи 19-34-№-çуртсем патĕнче асфальт сараççĕ, çавăн пекех Советская урамри 1-18-№-çуртсен умĕнче те хулари пек яка çул пулĕ.
Тепĕр проект та пурнăçланать: вăтам шкулпа «Василек» ача садне çити тăсăлакан çула та асфальтпа витеççĕ. Тинех ачасемпе ашшĕ-амăшне хытă пăшăрхантаракан ыйту татăлĕ: япăх çанталăкра пылчăк çăрăлакан çула çĕнĕ пурнăç парсан, малашне пушмакпах шаклаттарса утма пултарĕç.
«Ниме - халăх бюджечĕ» программа çитес çул та ĕçлĕ. Çакăн çинчен ялти граждансен пухăвĕнче Шăмăршă округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев пĕлтернине халăх ырласа йышăннă. Пухура - 2026-çулта тунă ĕçе сỹтсе явнипе пĕрлех - 2027-çулхи тĕллевсене те палăртнă.
Ял çыннисем ача-пăча вылямалли площадкăсене юсаса илемлетме, кĕперсене юсама, урамри шыв пăрăхĕсене çĕннипе улăштарма ыйтаççĕ, сĕнỹсене 2027-çулхи «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна кĕртсен икĕ ялшăн та лайăх пулĕччĕ теççĕ.
Чăнах та, çак мĕн пур ĕçе тума çăмăл мар, укçа-тенкĕ те нумай кирлĕ пулать. Халăх хастарлăхĕ пысăк чухне пуçару проекчĕсем ĕçе кĕресси пирки иккĕленмелли çук. Кун пирки ял территорийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев çирĕплетсех каланă.
Вячеслав Яковлев ял çыннисене çу кунĕсенче вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли, ачасене шыва кĕме хăйсем тĕллĕн кăна яма юраманни çинчен аса илтернĕ.
«Пирĕншĕн чи хакли - ял çыннисен пурнăçĕ. Инкек-синкек пирĕн ялтан аякра çỹретĕр, кашни кун йăл кулăпа пуçланса савăнăçпа вĕçлентĕр», - çак сăмахсене пухура ларакансем пурте ăнланса йышăннă.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев карапайсемпе çĕнтăрăнсене ырă хыпарпа савăнтарнă: республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн ялти Культура çурчĕ 175 пин тенкĕлĕх музыка аппаратурине илме тивĕçнĕ. Çак парне, чăннипех те, кăмăла çĕклет: вырăнти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем хăйсен пултарулăхĕпе Шупашкар таран чапа тухнă.
- Эсир аслă çул хĕрринче, Шăмăршă округĕн чиккинче пурăнатăр. Сирĕн çине пăхса, килен-каян хăна Шăмăршă тăрăхĕн тирпейлĕхне, халăх тараватлăхне хаклать. Эсир çитес çул 100 çул тултаракан Шăмăршă округĕн ятне-хисепне малашне те çỹлти шайра тытасса çирĕп шанатăп, - çапла илемлĕн саламланă округ ертỹçи пысăк награ- дăна тивĕçнĕ Культура çуртĕнче вăй хуракансене.
Ив.САЛАНДАЕВ.