Запорожьепе Донецка 89-мĕш гуманитари грузĕ ăсатнă
ÇАК кунсенче Запорожьепе Донецкри виçĕ çар чаçне шучĕпе 89-мĕш гуманитари грузĕ ăсатнă.
Республикăри строительство предприятийĕсем - икĕ çĕнĕ УАЗ-PJCKUP автомобиль, «Пĕрле» фонд - 10 квадрокоптер, радиосигнала вăйлатакан 5 комплекс, бензинпа ĕçлекен 6 генератор, портативлă 6 электростанци, çавăн пекех боецсем валли ĕçмелли шыв парса янă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакна палăртнă: «Гуманитари пулăшăвĕ - пирĕн пĕрлехи ĕç. Предприятисем, волонтерсем, республикăра пурăнакансем пĕр тĕллевпе Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене çар задачисене пурнăçлама пулăшаççĕ. Вĕсене пурне те чĕререн тав тăватăп».
Чăваш Республики СВОна мĕн чухлĕ пулăшу кирлĕ - çавăн чухлĕ пулăшĕ. Хамăрăннисене эпир пăрахмастпăр!
А.АЛЕКСАНДРОВА.