«Ай, аван та вулама!»
УÇĂ сывлăшра, вĕçен кайăксен чĕвĕлтетĕвĕнче кĕнеке вулама епле аван! Çакна туйрĕç Шăмăршăри Мультикультура библиотекин çамрăк вулавçисем. Вĕсем «Кĕнеке челленджĕ» акцие кăмăлтан хутшăнчĕç.
Культура çурчĕ пайĕнчи кану вырăнне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем кăсăкланса сăнарĕç. Шкул ачисене - илĕртỹллĕ изданисем, аслисене çĕнĕ кĕнекесем илĕртрĕç. Библиотекарь вара кашнинех кирлĕ кĕнеке суйлама пулăшрĕ.
Çут çанталăк ытамĕнче - Кану паркĕнчи сак çинче - кĕнеке-журнал вулани, чăннипех те, пурин кăмăлне те кайрĕ. Çĕнĕ вулакансем те хутшăнчĕç.
Çапла, вулавăш - культура центрĕ - кĕнекен асамлă тĕнчине ертсе кĕрет, çĕнĕ шухăш-туйăм çуратать, çĕнĕ тус-юлташ парнелет.
И.Тимофеева,
округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ.