«Арча» проект старт илнĕ
ИЮЛĔН 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Арча» проект старт илнĕ.
«Арча» - çемье пуянлăхĕн управçи. Икĕ уйăх тăрăшшĕпех республикăри библиотекăсенче çемьене халалланă культурăпа çут ĕç мероприятийĕсем иртĕç.
Шăмăршă округĕнчи тĕп библиотека «Арча» проекта уçма онлайн форматпа хутшăннă, хăйĕн ĕç планĕпе паллаштарнă.