Çарăмсанра - «Уявра»

Çарăмсанра - «Уявра»

«Уяв» Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата

Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче

чаплă культура пулăмĕ çеç мар, нацисем хушшинчи

килĕшỹ, традицисене сума сумалли тата халăхсен

туслăхĕн символĕ пек пулса тăчĕ...»

(Светлана Каликова, ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ)

Çарăмсан ... Пĕр ятлă юхан шыв хĕрринче вырнаçнă ял. Тутарстан Республикин административлă центрĕ. 10-ĕмĕр пуçламăшĕнче Çарăмсан шывĕ патне арабсен çул çỹревçи - Ахмед ибн Фадлан çул çỹревçĕ те - çитсе курнă. Хăйĕн çул çỹрев тетрадьне ун илемĕ пирки те çырса хунă. Çарăмсан ялĕ вара 1732-çулта йĕркеленнĕ.

Халĕ ку тăрăх - чăвашлăха тытса пыракан, чăваш наци культурине саракан вырăн. Çулсерен кунта наци йăли-йĕркипе çиçекен Уяв - ака-суха ĕçĕ вĕçленнĕ ятпа йĕркелекен çурхи-çуллахи уяв - иртет. Кăçал та Çарăмсан йышлă хăнана хăй ытамне илнĕ.

Тĕрлĕ регионтан пухăннă делегацисен йышĕнче ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ «Шăмăрш Ен» фольклор ансамблĕ те пулнă. Ăна Шăмăршăри централизациленĕ клубсен системин директорĕ Елена Юманова ертсе пынă.

Пирĕн делегаци пĕлтерĕшлĕ мероприятре «Тăпăртатса тăрать тур лаши...» халăх юррине, такмаксене шăрантарнă. Валерий Мандрюков аккомпаниатор купăс каланипе пултарулăх номерĕсене çỹллĕ шайра халăх патне çитерме май килнĕ.

- Аякри Çарăмсан Уявĕнче эпир юрăпа сăра фестивалĕсене, халăх вăййисене тата йăли-йĕркине, «Ташла чăвашла» ташă конкурсне, «Уяв Пики» конкурса курса савăнтăмăр, тĕрлĕ çĕртен килнĕ фольклор ушкăнĕсемпе, чăваш наци тĕпелĕн блюдисен дегустацийĕпе, ал ĕç ăстисен ытарайми изделийĕсемпе паллашрăмăр, çĕнĕ тус-юлташ тупрăмăр, - пĕлтерчĕ централизациленĕ клуб системин методика пайĕн заведующийĕ Татьяна Давыдова. - Уяв халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Зинаида СВЕКЛОВА.



17 июля 2026
14:16
Поделиться