«Авлансанах аван çав!»
«ШУРĂМПУÇĂН» май уйăхĕнчи кăларăмĕнче («Шăмăршă хыпарĕ», 2026- çул, май, 24) «Авлан, Миккуль, авлан!» статья пичетленсе тухсан редакцие темиçе çыру та килчĕ. Вулакансене хăшĕ-пĕринпе паллаштарас терĕмĕр.
ВАСИЛИЙ,
34 çулта:
- Эпĕ - ватă хусах, хальччен те хам валли мăшăр тупаймарăм. Анне кашни кунах ятлать, «Мăнука курмасăрах çĕре кĕретĕп пуль», - тесе пăшăрханать.
Авланасси пирки хам та шутлатăп-ха. Анчах ялта хĕр çукпа пĕрех, шкулта вĕренекенсем çеç. Эпĕ клуба тухма та вăтанатăп ĕнтĕ: ман çултисен тахçанах икĕ-виçĕ ача вĕт.
Хулана ĕçлеме кайсан, тен, пĕр-пĕр хĕрпе паллашма та пулĕ. Анчах аннене пĕччен пăрахса хăвараймастăп.
Эпĕ ĕçкĕпе иртĕхместĕп, Мускава ĕçлеме çỹретĕп. Манăн çăмăл автомашина та пур. Телей çеç çук: пĕччен пурнăç йăлăхтармаллипех йăлăх- тарчĕ.
Ачаллă хĕрарăмпа паллашма, ăна качча илме те хатĕр. Анне те ман шухăша ырлать. Анчах кам патне те пулин пырса перĕнме хăюлăхăм çитмест. Ĕлĕк ман пек «пиçмен пашалусене» евчĕ хĕр е хĕрарăм тупса панă теççĕ. Халĕ - урăх самана, евчĕсем те çук. Малашне мĕн тумалла - хам та пĕлместĕп...
НИКОЛАЙ,
24 çулта:
- Чăнах та, çап-çамрăкла - пурнăç тути-масине пĕлмесĕрех - мăя «хăмăт» тăхăнтартмалла мар. Акă эпĕ салтака кайса килсен вĕренсе специальность илсен тин авлантăм. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп.
«Авлан, Миккуль, авлан!» статья авторĕ тĕрĕс калать: авлансан аван çав! Килте сана юратакан хĕрарăм кĕтсе тăни, пĕчĕк ывăл е хĕр пĕрчи «атте!» тесе чупса пыни телей мар-и-ха?
ВАДИМ,
20 çулта:
- Ман шутпа, çамрăклах - «ухмах» чухне çемье çавăрма тăрăшмалла. Çын сăмахне итлемелле мар. Хаçатра 45, 50, 60 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем çинчен вулатăп та, вĕсемпе пĕрле савăнатăп. Эпир Людăпа 19 тултарсанах пĕрлешрĕмĕр, атте-анне çакна ырламасан та, юратăва çухатас темерĕмĕр. Эпир те - ĕмĕр тăрăшшĕпех пĕр-пĕрне юратса - «кĕмĕл» тата «ылтăн» туя та кĕтсе илес ĕмĕтпе пурăнатпăр.
ВОЛОДЯ,
48 çулта:
- «Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар», - тенĕ ваттисем. Хитре хĕрсем - нумай, анчах пурнăçра чи çывăххи - пĕрре кăна. Ăна суйласа илме пĕлмелле.
Авлансан çемьешĕн тăрăшмалла, хĕрарăма хисеплеме пĕлмелле. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмĕ - пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма тăрăшмалла.