Автоклуб сасси ян! каять...

Автоклуб сасси ян! каять...

Округ центрĕн Культура çурчĕ çумĕнчи автоклуб Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Энтĕрьел ялне çитсе килчĕ. Ял-йыша централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем чаплă концерт кăтартрĕç.

Куракансем уçă тỹпе айĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ итлерĕç, кашни номерех хапăл турĕç, çĕкленỹллĕ кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Куçса çỹрекен нумай функциллĕ культура центрĕ - автоклуб - округра пĕчĕк йышпа пурăнакан вырăнсене тухса çỹрет. Çитес вăхăтра вăл çак ял ял-паççулккана çитĕ: июлĕн 21-мĕшĕнче - Канаш паççулккине, июлĕн 28-мĕшĕнче - Хайпăла ялне.

Т.Давыдова,

округри централизациленĕ клуб системин методика пайĕн заведующийĕ.



17 июля 2026
14:21
Поделиться