Фермерсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ
ХУТЬ ТЕ мĕнле ĕçре те пĕр-пĕринчен вĕренни усăллă. Çакна округри фермерсем лайăх ăнланаççĕ, лайăх опыт илме тухса çỹреççĕ.
Акă июлĕн 8-мĕшĕнче çакăн пек тĕл пулу Палтиел ял территори уйрăмĕнче иртрĕ. Фермерсемпе пĕрле округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ, «Строймашсервис» ООО директорĕ Радимир Егоров, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономикăпа ял хуçалăх пайĕн ертỹçи Татьяна Татарских тата Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕ Ирина Шайдуллина çỹрерĕç.
Тĕп калаçу агропромышленность комплексĕн малашлăхĕ пирки пычĕ. Фермерсем агробизнеса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕç. Уйрăммăн илсен, вырма валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас ыйту пурне те хумхантарать.
Татьяна Татарских ял территорийĕсене аталантармалли планпа паллаштарчĕ, фермерсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Вĕсен пуçарăвĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх Программине кĕресси çинчен пĕлтерчĕ.
Ирина Шайфуллина округра выльăх-чĕрлĕх чирĕсем ан сарăлччăр тесе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ, продукци пахалăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев çакăн пек тĕл пулу усăллă пулнине, хушма хуçалăха аталантарассипе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те палтиелсенчен вĕренмелли нумай пулнине палăртрĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.