Форум ĕçне хутшăннă
ÇАК кунсенче Вăрнарти «Август» паркра республикăри нумай ачаллă çемьесен 4-форумĕ иртнĕ. Çак форум ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Яковлевсемпе Погашовсен çемйисем те хутшăннă.
Нумай ачаллă çемьесем интереслĕ мастер-классене, тĕрлĕ викторинăна хутшăннă, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе хаклă консультаци илнĕ.
Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, йышлă çемьесене телей, сывлăх, ăнăçу тата юрату суннă.