Хайпăласем - хастар çынсем

ХАЙПĂЛА ялĕнче пурăнакансем территори уйрăмĕн центрне - Пуянкассине - таври çулпа çỹретчĕç. Шанчăклă кĕпер çукки çула нумай вăрăмлататчĕ.

 Хайпăласем çак нушапа килĕшсе ларас темерĕç: нумаях пулмасть иртнĕ пухура кĕпере тата ун патĕнчи çула юсасси пирки пуçару турĕç. Çак пуçарăва округ администрацийĕ те ырларĕ. Çапла вара «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект ĕçлеме пуçларĕ.

Çак кунсенче округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев тата Шăмăршăсен Шупашкарти ентешлĕхĕн председателĕ Радимир Егоров кĕпере тата çула юсанă çĕрте пулчĕç. Александр Иванович та, Радимир Федорович та тунă ĕçпе кăмăллă юлчĕç.

- Такам валли мар вĕт, хамăршăн тăватпăр. Çавăнпа та кĕпер - çирĕп, çул яка пултăр тесе тăрăшрăмăр, - çапла каларĕç юсав ĕçне хутшăнакан ял çыннисем.

Александр Сатеев проекта пурнăçа кĕртме хутшăнакан кашни çыннах алă тытса тав турĕ, вĕсем малашне те тăван ялшăн тăрăшасса çирĕп шанса тăнине палăртрĕ.

А.ТИМОФЕЕВ,

ял старости.



17 июля 2026
14:15
Поделиться