Халăх пуçарăвĕ пурнăçа кĕрет
«НИМЕ - Халăх бюджечĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа республикăри 7720 объект тума пултарнă.
Çав шутра: шыв уçлакан башньăсем, ача-пăча вылямалли площадкăсем, çулсемпе палăксем. Мĕнле объект чăн малтан кирлине халăх хăй палăртать. Проектсене пурнăçа кĕртнине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти активисчĕсем контрольлесе тăраççĕ. Проектсен географийĕ - пĕтĕм Чăваш Республики. Кăçал халăхăн 1800 ытла пуçарăвĕ ĕçе кĕрет. Çавăн пекех 2027-çул валли те проектсем йышăнаççĕ. Вăл августăн 15-мĕшĕччен тăсăлать.