«Хамăрăннисене пăрахмастпăр!»

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр!»

«Гуманитари вăл - хутаçри япала кăна мар.

Вăл - тылра сана асра тытни, çурăму хыçĕнче

тăракан эс камшăн-мĕншĕн çапăçнине пĕлсе тăни,

сана шанни. Кашни ал шăлли, мăшăр нуски, банкăри

тăварланă хăярпа сало - сан ĕçне хаклаканăн ăшă

па- йăрки. Çакă сана - пурнăçпа вилĕм хушшинчи салтака - çăлăнма хăват кỹрет...»

(СВО участникĕ каланинчен)

«Çĕнтерỹ - Пĕрлĕхре!» ятпа июлĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче ятарлă çар операцийĕн волонтерĕсен форумĕ пулса иртрĕ.

Вăл вырăнти «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!», «Ял хĕрарăмĕсем», «Ырă алăсем», «Ырă чĕресем» пуçару ушкăнĕсене тата ял территори уйрăмĕсен волонтерĕсене, ГСВГ-ВД ветеранĕсене, Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти членĕсене тата ахаль çынсенех Шăмăршăри Культура керменне пухрĕ. Вĕсен хушшинче СВО участникĕсем те пулчĕç.

 ... Çар маршĕсем янранă хыççăн фанфарăсен сасси илтĕнсе кайрĕ. Залри çутă сỹнчĕ те, экран çине округри волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă видеосюжетсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Мĕн кăна тумаççĕ вырăнти патриотсем! Фронта ямалăх - маскировка сечĕ, «пурнăç» сулли, нашлемник, нуски, çăвăнмалли мунчала çыхаççĕ, çар техникине витмелли тент, дронсенчен хỹтĕленмелли утиялпа пончо плащ, гетры, аялти йĕм çĕлеççĕ, хăйсен аллипе окоп çурти, пылак çимĕç, «типĕ» яшка, каснă салма янтăлаççĕ, чей курăкĕ тата ешĕл (зелень), милĕк типĕтеççĕ, ĕç хатĕрĕсем, гигиена хатĕрсем тата ытти питех те кирлĕ япаласем туянаççĕ, çавăн пекех çак апат-çимĕçе тата çĕлесе хатĕрленĕ вырăн таврашне, çи-пуçа (аялти йĕм, шорты, бриджи, пижама), ал шăллине, гигиена хатĕрĕсене госпитальсене ăсатаççĕ.

Салтаксене пулăшассине кулленхи пурнăç йĕрки вырăнне хуракан волонтерсен йышĕнче вăй питтинчен пуçласа 8 теçетке урлă каçнисем те пур. Вĕсенчен тĕслĕх илсе шкул ачисем, Пирвайхисен юхăмĕн хастарĕсем сăваплă ĕçе хутшăнаççĕ. Чыс та мухтав сире, ВОЛОНТЕРСЕМ!

Форум ĕçне тĕрлĕ шайри представительсем хутшăнчĕç. Вĕсем: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регионти «Хулари пек тавралăх» парти проекчĕн координаторĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Антонов, ЧР ГСВГ-ВД ветеранĕсен Союзĕн Канашĕн председателĕ Андрей Кудряшов, «Мирлĕ пурнăçа - утăм» парти проекчĕн координаторĕ Дмитрий Осипов, запасри офицерсен обществин Шăмăршă округĕнчи председателĕ Геннадий Савельев, Леонид Кузнецов уйрăм предприниматель, Шупашкарти ентешлĕхĕн ертỹçи Радимир Егоров, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев. Представительсем, çавăн пекех округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Александр Сатеев, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина, Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ, 4-округăн Благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей тухса калаçрĕç. Кашниех СВОри Раççей салтакĕ- сене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшассинче волонтерсем пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ.

Волонтерство юхăмне сумлă тỹпе хывнă хастарсене халăх умĕнче тĕрлĕ шайри Тав хучĕпе чысларĕç. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче - Шăмăршă тата Палтиел вăтам шкулĕсен Пирвайхийĕсем те. Çитĕнекен ăру мероприяти çыннисене салтак пăттипе сăйлани пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Культура ĕçченĕсем вара чĕрĕ сăмахпа, патриотизм юррисемпе куракансен чунне витерчĕç. Кашни çынах фронтпа тыл пĕрлĕхĕнче никам парăнтарайми хăват - çирĕп шанăç - тапса тăнине туйрĕ. Паллах, мероприяти участникĕсем гражданла тивĕçе - хỹтĕлевçĕмĕрсене тата вăрçа пула инкек тỹсекенсене пĕр вĕçĕмсĕр пулăшмаллине - ăша хыврĕç.

Мероприяти пĕлтерĕшне культура учрежденийĕн фойинчи выставка татах та çĕклерĕ. Çỹлерех асăннă гуманитари япалисем, волонтерсен ылтăн аллипе те чун-чĕре ăшшийĕпе хатĕрленĕскерсем, СВОн кăткăс тапхăрĕнче пархатарлă ĕçе хутшăнмаллине аса илтерсех тăчĕç. Форум вĕçленсен вара фойери япаласене икĕ пысăк автомашина çине тиерĕç. Пĕринче - Шăмăршă округĕн волонтерĕсемпе гражданĕсен гуманитарийĕ (апат-çимĕçрен, гигиена тата хỹтлĕх хатĕрĕсенчен, çи-пуçран пуçласа генератор таранах), тепринче - Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк округĕсенче суйланнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров йĕркеленипе - уйрăм предпринимательсем, çавăн пекех вырăнти депутатсем хатĕрленĕ пулăшу (2 циркулярка, моторпа ĕçлекен темиçе пăчкă, строительство материалĕ, ĕç хатĕрĕсем тата ытти те). Салтакăмăрсен заказĕ веçех пурнăçланчĕ, пухăннă япаласен пĕр пайĕ тепрехинче парса яма та юлчĕ.

Николай Чувашов Благочиннăй çветтуй шывпа та кĕлĕпе сăвапларĕ те, пĕрлехи вăйпа пухнă-янтăланă гуманитари тиевĕпе автомашинăсем инçе çула тухрĕç. Вĕсене нацистсене хирĕç кĕрешекен МИР салтакĕсем куç пек кĕтеççĕ...

Зинаида СВЕКЛОВА.



17 июля 2026
14:01
Поделиться